«...Тыл фронта пулăшмасан _ фронт тыла та çитет...»

«...Тыл фронта пулăшмасан _ фронт тыла та çитет...»

ЯТАРЛĂ çар операцийĕнчи лару-тăру хĕрнĕçемĕн фронта пулăшас ыйту та çивĕчленет. Май пур таран салтакăмăрсене кирлĕ пек пулăшу кỹресси, вĕсен пурнăç условийĕсене çăмăллатасси _ тылрисен чи пирвайхи тивĕçĕ. Мирлĕ пурнăç кĕрлекен «гражданкăра» СВОри ентешĕмĕрсене пулăшма тăрăшакансем пурри савăнтарать.

Акă Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ йĕркеленипе, юлашки вăхăтра сахал мар ĕç-пуç туса ирттертĕмĕр. Луганск тăрăхĕнчи ентешпе юлташĕсене ретрансляторпа тивĕçтертĕмĕр, Малти линири тепĕр ентешĕмĕр часах портативлă «Булат» v.4 детектор (пилотсăр вĕçекен аппаратсене, дронсене тупса палăртакан чи ăнăçлă хатĕр) кĕтсе илĕ; вăл тăракан вырăна гуманитари япалисене ăсатас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр халĕ. Сăмах май, детектор туянма ООО «Строитель Плюс» генеральнăй директорĕ Николай Быков (Шăмăршă) хăй кăна 15 пин тенкĕ куçарчĕ _ пархатарлăх! Округ çыннисен пĕрлехи вăйĕпе пухăннă укçа-тенке 3D принтер валли катушка туянмашкăн куçартăмăр, 52 штукран пĕр пайне боецсем илнĕ, 25-шĕ _ çул çинче. Ĕç хатĕрĕсем кирлине шута илсе, Георгий Кудряшов _ 2 коробка пăта (100 тата 150 мм), Ярослав Кудряшов уйрăм предприниматель 3 пуртă, 3 моток армированнăй скотч, 1 мăлатук, 10 мăшăр ĕç перчетки тỹлевсĕрех пачĕç.

«Асанне арчи» акци вăй илчĕ. Килти ытлашши пусма татăкĕсене кỹрсе госпиталь валли гигиена хатĕрĕсем, аялти йĕм çĕлемешкĕн параççĕ округ çыннисем. Акă çак кунсенче Зоя Латыпова, Валентина Александрова (Шăмăршă) простыньпе ал шăлли çĕлемелĕх материал илсе килчĕç.

Хỹтлĕх карри çыхакансем иртнĕ вырсарникун çак япаласене çĕлерĕç: Нина Тихонова _ 21 ал шăлли, Анастасия Младшева _ 2 простынь, Любовь Давыдова _ 13 аялти йĕм, 2 «шăмă» минтер. Вĕсем _ çĕвĕç пулмасан та, профессионалсем пекех ĕçе тĕплĕ тăваççĕ. Чыс та мухтав!

Паянхи кун тĕлне 336-мĕш маскировка сетки çыхса хатĕрлерĕмĕр. Малалла çыхмашкăн материал заказ панă _ ăна туянма укçа-тенкĕ кирлĕ. Округ гражданĕсенчен пулăшу ыйтатпăр. Фронтран заказ килсех тăрать. Тĕллевĕмĕр: кирлĕ япаласене хăвăрт тупса-туянса-хатĕрлесси, вырăна вăхăтлă çитересси. Паллах, пĕчченçи нимех те тăваймастăн. Ушкăн вара _ хăватлă! Хăй енчен ĕçпе, япалапа, укçа-тенкĕпе пулăшас кăмăллисене çак телефон номерĕпе çыхăнма ыйтатпăр: 8 927 853 84 81.

Валентина ЕРЕМЕЕВА, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ.



19 сентября 2025
14:34
Поделиться