«Тос» _ тăван ялшăн тус

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн администрацийĕн постановленийĕпе Анат Чаткасри «Восход» ТОС Уставне çирĕплетнĕ. Мĕн-ха вăл ТОС? Вырăсла: «Общественная организация Территориального Общественного Самоуправления», чăвашла: «Территорири обществăлла хăй тытăмлăхăн обществăлла организацийĕ».

«Восход» ТОС Анат Чаткасри Колхоз, Ленин, Чапаев, К.Маркс, М.Горький, Гастелло тата Çамрăксен урамĕсене пĕрлештерет. Унăн тĕп тĕллевĕ: граждансен вырăнти çивĕч пĕлтерĕшлĕ пуçарăвĕсене хỹтĕлесси, ял пурнăçне хăтлăх кĕртесси, ял пухăвĕн йышăнăвĕсене пĕр пăркаланмасăр пурнăçа кĕртме тăрăшасси. ТОС ялти санитарипе эпидемологи тата экологи ларутăрăвне, пушара хирĕç кĕрешмелли мерăсене мĕнле пурнăçланине çирĕп контрольлесе тăрĕ.

16 çул тултарнă кашни çын ТОС членĕ пулма пултарать. «Восход» ТОСăн чи аслă органĕ _ граждансен конференцийĕ, ăна çулталăкра пĕр хутран кая мар ирттерме палăртнă.



19 сентября 2025
14:04
Поделиться