Тухăç _ гектартан 35 центнер ытла

УЙ-ХИР тыр-пултан пушансах пырать. Сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем акнă лаптăкăн 90 процентне ытла пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç _ кашни гектартан 35,8 центнер. Уйрăм культурăсен тухăçĕ кунтан та пысăкрах: тулă _ 37,2, пăрçа _ 38,7 центнер.

Анат Чаткасри Андрей Юнкеров фермер çĕр улми кăларать. Малтанхи гектарсем савăнтараççĕ: «иккĕмĕш çăкăра» гектартан 250-шар центнер ытла пуçтарса кĕртеççĕ.

Округра 2264 гектар хĕвел çаврăнăшпа 158 гектар соя çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО сойăна вырса çапать. Хуçалăхсенче хĕвел çаврăнăшне маларах ĕлкĕрме хими пулăшнипе десикаци тăваççĕ.

Çĕнĕ культура _ ясмăк _ 152 гектар çинче акса çитĕнтернĕ. Фермерсем ăна уяр çанталăкра тирпейлĕ пуçтарса илнĕ. Çавăн пекех вăрлăхлăх акнă вика та _ складра, 185 гектар лайăх тухăçпа савăнтарнă.

Округра 3820 гектар çĕртме сухи тунă, 1700 гектар ытла кĕрхи тулă акса хăварнă. Кĕр аки малалла пырать. Вырма ĕçĕпе пĕрлех, выльăх апачĕ хатĕрлесси те чарăнман. Пурĕ 2968,7 тонна _ утă (206 процент), 5200 тонна сенаж (182 процент) хатĕрленĕ.

Александр Егоров фермер _ 100 гектар, Геннадий Макаров фермер _ 70 гектар, Фазулла Рахматуллов фермер _ 30 гектар, Олег Хлюкин фермер 195 гектар силослăх куккурус çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра Александр Егоров куккуруса çулса силос хатĕрлет, паян-ыран çак ĕçе ыттисем те пуçăнаççĕ.

С.ИВАНОВ



19 сентября 2025
14:02
Поделиться