Тăван çĕр-шывăн ачисем

Тăван çĕр-шывăн ачисем _

Çамрăккисем те ваттисем,

Паллах, ем-ешĕл хунавсем,

Раççей хĕрỹ салтакĕсем!

Тăван çĕр-шывăн ачисем _

Вут-çулăмра çунакансем,

Тăшман пуçне тыллакансем,

Ялан чатăр çыхакансем.

 

Тăван çĕр-шывăн ачисем _

«Шахсем» вĕсем е «Семенсем».

Аллисенче _ автоматсем.

Мăшăр калать-тĕр: «Çĕнтерсем!»

 

 Тăван çĕр-шывăн ачисем _

Илемлĕ, харсăр мăшăрсем,

Салтаксене кĕтекенсем,

ÇĔНТЕРĔВЕ шанакансем!

Анатолий АБРАМОВ



19 сентября 2025
14:35
Поделиться