Умра ялкăшать кил çути

-Калав-

Валентин КОНСТАНТИНОВ

МАКСИМ хăйне телейлĕ туйрĕ. Акă, тинех канмалли кунсем кĕтеççĕ ăна. Эрнелĕхех сыв пуллашать вăл тăван завочĕпе. Çемйипех Мускав курма каять. Пĕчĕкрен пĕрле ỹснĕ Викторпа тĕл пулать, унăн патĕнче хăналанать...

Завод хапхи умĕнче тăраканскер, юлашки вăхăтра хăнăхнă йăлапа тỹпенелле пăхса илчĕ. Паян вăл тăрă. Хусаналла е унтан каялла вĕçекен вертолет-самолет сасси илтĕнмест. Таврана каç сĕмĕ çапасшăн. Васкамаллине туйса, вăл машини патне утрĕ.

Лида арăмĕ, калаçса татăлнă пекех, хатĕрленсе тăнă. Маша хĕрĕ нихçанхинчен те вăр-вар çỹрерĕ, ашшĕне хывăнма та пулăшрĕ. Алеша, ывăлĕ, çемьере ачасенчен чи асли, сумкăсене тухас çĕре вырнаçтарчĕ. Пĕчĕк Лариса, садикре ăна «пĕчĕк çăлтăр» теççĕ, савăнăçне пытараймасăр пỹлĕмрен пỹлĕме чупрĕ. «Анне, эпĕ хамăн Жучкăна пĕрле илетĕп!» _ калаçрĕ вăл амăшне пỹлсех.

– Хăвăртрах çикеле те... – васкатрĕ упăшкине Лида. – Пуйăс пире кĕтес çук. Çул çинче васкамалла ан пултăр. Такси çур сехетрен килмелле. Куславккаран Шупашкара çитме те вăхăт кирлĕ...

Пуйăс çинче шавланă-кулнă хыççăн ачисем аранах лăпланчĕç. Максимпа Лида юнашар ларчĕç. Вĕсем те калаçас тенине калаçса пĕтернĕ, хушăран-хушă кăна сăмахларĕç. Кăштахран калаçу тепĕр хут вăй илчĕ.

– Маша пулман пулсан, каймастăмăрччĕ-ха ку Мускава, _ терĕ Лида. _ Питĕ конкурссене хутшăнма юратать-иç...

_ Аван-ха вăл, _ чĕнчĕ Максим. _ Тен, ỹлĕмрен чаплă çыравçă пулать... Хитре ăсталать вĕт сочиненисене, учительсем те тĕлĕнеççĕ.

_ Мухтанма ир-ха. Каччă шухăшĕ кĕрет те, вĕренỹ пирки манса каять акă...

_ Ун чухне вара сăвăсем шăрантарма пуçлать, _ йĕкĕлтерĕ арăмне упăшки.

_ Мĕншĕн ĕç пăрахсах Мускава каясшăн пултăн эсĕ? _ ыйтрĕ Лида. _ Виктора курас килет-и е хула тăрăх çỹреме ĕмĕтленетĕн?

_ Тахçантанпах пулман унта. Ачасене кăтартмалла. Санăн та, Лида, мĕнле пурăннине пĕлес килет пулĕ. Виктор... Викторпа Оля Куславккана отпуска килсен авă, тĕл пулатпăр, пĕрмай йыхравлаççĕ хăйсем патне, мĕншĕн кайса курас мар?

Калаçма чарăнсан Максим каллех Виктор пирки шухăшларĕ. Мускав _ Мускавах-ши, юлашки çулсенче улшăнма пуçларĕ вăл. Ĕлĕкхилле уçах мар, сăмаха шухăшласа калаçать. Хăш чухне мĕн ыйтнине те хуравламасть. Никама палламасть те, нимĕн те пĕлмест те _ çемье тулĕк пултăр ăна. Çемье тесен, тинĕс тĕпне анса улăхма та хатĕр. Лайăх пулĕ-ха ку, çапах та таврари çынсене те манмалла мар.

Ирхине ирех перрон çинче Виктор савăк кăмăлпа кĕтнине курчĕç Максимпа Лида.

_ Ачасем, пирĕнсĕр пĕр утăм та ан тăвăр, çĕтсе каятăр, _ асăрхаттарчĕ амăшĕ. _ Виктор тетỹ хыççăн пырăр.

Вокзал, эскалатор, метро, автобус... Пĕтĕмпех çĕнĕлле пулчĕ ачасемшĕн.

_ Вăт, пурăнăр ĕнтĕ, курăр тĕп хулана. Ах, епле аван эсир килни! _ ыталарĕ Лидăна Оля. _ Сирĕн пата пыратпăр, хăвăр килсе курмастăр... Ачасем те сире шутсăр кĕтрĕç. Шкултан, садикрен килсен _ туй пулать-ха кунта!

Викторпа Лида Мускав хваттерне курса çỹрерĕç, пỹлĕмрен пỹлĕме утрĕç.

_ Виçĕ пỹлĕм, икĕ ванна, туалет, кухня, прихожăй... Сĕтелĕ-пуканĕ, выртса тăмалли мĕн чухлĕ! Епле чаплă, епле хăтлă! Ытла та пуян! _ тĕлĕнчĕ Лида.

_ Çуртне пăх-ха урамран, _ калаçăва хутшăнчĕ Максим та. _ Урамранах паллă кунта чаплă хваттерсем пуласси. Миçе хутлă ку кермен?

_ Вăтăр иккĕ. Эпир, акă, çирĕммĕшĕнче... – хуравларĕ Виктор.

_ Кала-ха, ăçтан çакăн чухлĕ укçа тупнă эсĕ? _ ыталарĕ çурăмĕнчен Куславккаран килнĕ хăна. _ Эпир те ĕçлетпĕр ĕнтĕ... Сирĕн те виçĕ ача, пирĕн те... Эпир те çывăрса выртмастпăр, тул çутăлнă-çутăлман иксĕмĕр те ура çинче...

_ Тусăм, Мускава Куславккапа ан танлаштар. Кунта укçа ĕçлесе илме пулать, тăрăш кăна. Тулĕк пи – и – и – тĕ нумай тар кăлармалла. Пирĕн _ Ольăпа иксĕмĕ- рĕн _ канмалли кун çук та тейĕн, хăçан çывăрмаллине те пĕлместпĕр. Укçана ниçта та ытахальлĕн памаççĕ.

_ Сирĕн пек çамрăкрах чухне килмелле пулнă кунта пурăнма. Халĕ кая юлнă... Тепĕр тесен, Куславккара та питĕ аван: Атăл, уçă сывлăш...

_ Эсир халĕ пире пула отпуск илнĕ ... _ аванмарланчĕ Лида.

_ Тем ан калаç-ха! _ аванмарланчĕ Оля та. _ Эпир халĕ укçа çухататпăр тетĕр-и? Çук, çук, Лида, пурнăçра пĕр укçа кăна-ши вара хакли? Тус-юлташпа, тăванпĕтенпе тĕл пулнинчен ырри пур-и вăл? Çук, çук, начар ан шухăшлăр, эпир пуянлăхшăн мар, тĕрĕс-тĕкел пурăнасшăн тăрăшатпăр. Вăт, шуйттан украинецĕсем тупăнчĕç те, вăрçă кăларчĕç те _ чунра лăпкă мар...

_ Çук-ха, эпĕ ун пек каласшăн мар, _ сăмахне тăсрĕ Лида. _ Чăрмантарма килтĕмĕр пулĕ, çавă кăна.

_ Атя, манар кун пирки, _ татăклăн каларĕ Виктор. _ Шутлă кунсем хăвăрт иртсе каяççĕ, çавăнпа эртелпе шухăшласа хурар хăш кунта мĕн тăвассине. Атьăр, апатланар та, выртса канăр кăштах… Кайран урамалла тухăпăр...

Кăнтăрла иртсен, каç пуличчен Викторпа Ольăн Никитăпа Илюша ывăлĕсем шкултан çитрĕç, Семена, чи кĕçĕннине, садикрен маларах илсе килчĕç. Алешăпа Никита _ пĕр çулхисем, иккĕшĕ те вуннăмĕш класа çỹреççĕ. Машăпа Илюша та, Ларисăпа Семен та пĕр вăхăтрисем, вĕсем те хăвăртах пĕр чĕлхе тупрĕç. Ашшĕ- амăшĕ те, ачи-пăчи те пĕр-пĕрне тахçанах пĕлеççĕ те, тăвансем пекех туйрĕç хăйсене.

_ Машăн ыран конкурс дипломне илме каймалла. Çĕнтерỹçĕ, виççĕмĕш вырăн йышăннă, _ пĕлтерчĕ Лида.

_ Эпĕ те пыратăп, мансăр ăçта кайăр эсир? _ хушрĕ сăмах Оля.

_ Манăн вара Поклон тăвĕ çинче питĕ пулас килет, _ чĕнчĕ Максим. _ Унта хĕç-пăшал музейĕ пур. Кĕрсе курсан питĕ аванччĕ. Иртнĕ вăрçăра пире хирĕç çапăçнă нимĕç танкĕсем, самолечĕсем нумай унта.

_ Çапла, çапла, эпĕ унта пулнă, _ терĕ Виктор. _ Çитетпĕр, çитетпĕр. Атя ыранах! Ыран – эрнекун, шăматкун пурте пĕрле Мускав курса çỹрĕпĕр...

_ Эпир Лешăпа концерта каятпăр ыран, билетсем илнĕ, _ чĕнчĕ Никита.

_ Питĕ чаплă! _ аллине çупрĕ Максим. _ Хăш театра?

_ Питĕ инçетре концерт залĕ, Красногорскра. «Крокус Сити Холл» текен суту-илỹ центрĕ пур, çавăнта.

_ Ярасах килмест, паллах, _ шăппăн каларĕ Оля. _ Инçе, çĕрле... Итлемест вĕт Никита. «Пионик» ушкăна ытараймасăр юратать те... Эсир килессине пĕлсен билетсене алăран тупнă, ик хут ытла тỹлерĕм тет. Алешăна парне тăвасшăн.

_ Анне, мĕншĕн пăшăрханатăн эсĕ? Мускавра пĕлмен кĕтес çук манăн! Çĕрле те темĕн чухлĕ пицца турттарнă эпĕ, хăвăр пĕлетĕр. Лидăпа Максим та шикленерех пăхрĕç халĕ Никита çине, хирĕç калаймарĕç.

(Малалли пулать)



19 сентября 2025
14:57
Поделиться