Вунă яллă, пĕр хуторлă тата заводлă Шамккай вулăсĕ

«ЧĔМПĔР кĕпĕрнинче 1913-çулта çын пурăнакан вырăнсен списокĕ» документра (Чĕмпĕр кĕпĕрнин статистика комитечĕн изданийĕ, 1913-çул) Пăва уесĕнчи Шамккай вулăсне чи пысăккисен шутне кĕртнĕ. Калама кăна вĕт: вулăсра 10 ял шутланнă. Вĕсем çаксем: Яранка çырми çинчи _ Шамккай, Шурă Пасна çырми хĕрринчи _ Асанкасси, Хултăрча çырми çинчи _ Пăчăрлă Пашьел, Пулмантăш çырми çинчи _ Варварино, Грязец çырми хĕрринчи _ Никишино, Чăрăшлă çырми çинчи _ Çĕнĕ Эйпеç, Пулмантăш çырми хĕрринчи _ Вырăс Чукал, Купер çырми çинчи _ Суйкăн, Вăкăрлă çырми çинчи _ Кивĕ Чукал, Хура (Черная) çырма хĕрринчи Улмаллă ялĕсем.
Кусемсĕр пуçне Шамккай вулăсне Хура Пасна çырми хĕрринчи _ Софья хĕрарăм общини, Хултăрча çырми çинчи _ Архипов хуторĕ, Шума çырми хĕрринчи _ пĕр тăван Пережогинсен хăма çуракан завочĕ, Какаушенский, Кабачинский, Хмельниковский _ 15, Хмельниковский _ 17, Шумовский, Лептяменский, Большебезднинский, Лосинский, Агафоновский, Чернореченский _ 1, Чернореченский _ 2, Чернобезднинский, Русскочукальский, Пияльзенский, Бускинский, Кардаминский, Ломакинский, Бичургабаишевский, Бичуринский, Баишевский вăрман картунĕсем те кĕнĕ.
Мана Шума паççулкки хытă интереслентерчĕ. Вăрман варринче _ Сăр юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă çак яла 1859-çулта Борис Алексеевич Куракин князь йĕркелесе янă тесе шутлаççĕ.
КĔСКЕ СПРАВКА: Борис Алексеевич Куракин _ II-Кĕтерне патшан хресна ывăлĕ, вырăс дипломачĕ, сенатор. Шăпах 1859-çулта вăл Шамккай вулăсĕнчи никам та пурăнман çĕрте _ Сăр юхан шывĕ хĕрринче _ эрех завочĕ туса лартать. Çак завод тырăпа çĕр улмирен спирт туса кăларнă. Производствăра 150 çынна яхăн вăй хунă. XIX-ĕмĕр вĕçĕнче, Атăл тăрăхĕнче тырă тухăçĕ начар пулнине кура, 1886-çулта завод хупăннă.
Куракин князь мĕн пур çурт-хуралта Иван Сорокин помещика сутса хăварать. Иван Михайлович кунта урапа-çуна туса кăларма пуçлать. Сорокин Петербурга пурăнма куçса кайсан завода пĕр тăван Николайпа Андрей Пережогинсем туянса юлаççĕ, Чĕмпĕртен пысăк пилорама илсе килсе хăма çурма пуçлаççĕ.
Завод лаша пĕкки, кустăрма, урапа тата йывăç çуна та туса кăларать. Шумара йывăç тĕпчĕкĕсене кăкласа сăмала та хатĕрленĕ.
Шумари заводра Шамккай, Кивĕ Чукал, Вырăс Чукал, Пăчăрлă Пашьел çыннисем те ĕçленĕ, пыра-киле паççулккăра Чукальская тата Баишевская урамсем те йĕркеленнĕ. Рабочисем бараксенче тата уйрăм çуртсенче пурăннă. Хăйĕн историйĕнче Шамккай вулăсĕнчи çак паççулккă Пăва, Çĕрпỹ тата Патăрьел уесĕсенче те пурăнса курнă. Совет саманинче Шума Улатăр вăрман хуçалăхĕн производство участокĕ шутланнă.
1957-çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Шумара вырăнти ГЭС ĕçлеме пуçлать. Ăна Шамккай ирçи Арсений Парфенов бригадир тăрăшнипе хута янă. Паççулккăра пуçламăш шкул, пекарня, ача яслийĕ, медпункт тата клуб ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Шума паççулккин историйĕ вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра унта ишĕлсе аннă барак вырăнĕсене çеç асăрхама пулать.
Никишино ялĕнче çуралса ỹснĕ, каярахпа Шумара пурăннă Анатолий Иванович Коновалов фото ĕçĕпе те аппаланнă. Анатолий Иванович Шумари хăма çуракан завода тата паççулккă çыннисене ỹкерсе юлма ĕлкĕрнĕ, çак сăн ỹкерчĕксем паян историшĕн хаклă документ шутланаççĕ.
Шамккай вулăсне Хура Пасна çырми хĕрринчи Софья хĕрарăм общини те кĕни çинчен маларах çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак тĕн общини малтан Шăмăршă вулăсĕнче йĕркеленнĕ пулнă, кайран Çĕнĕ Эйпеç ялĕ çывăхĕнчи Вараксарки çырми хĕррине куçса кайнă.
Чĕмпĕр тата Сызрань епископĕ Гурий ирĕк панипе, Софья монахиня тата 10 хĕрарăм Вараксаркăран Хура Пасна çырми хĕррине куçса лараççĕ. Кунта вĕсем çĕр ĕçĕпе тата выльăхчĕрлĕх ĕрчетсе пурăнаççĕ, Турă саккунĕсене çирĕп пăхăнаççĕ. Октябрьти революци хыççăн община пĕтĕм йышпа Кушлавăшри (Вăрнар) чăваш хĕрарăмĕсен мăнастирĕнче пурăнма пуçлать.
Архивра Софья монахиня Чĕмпĕр епархине ярса панă çулталăк отчечĕ упранать. Унта кĕпе _ 1 тенкĕ, тутăр _ 1 тенкĕ, йĕм _ 30 пус, çăпата _ 10 пус, 12 япаларан тăракан монашка тумĕ пурĕ 67 тенкĕ те 50 пус тăнине кăтартнă.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).