«Ачасене паратăп чĕреме...»

Професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент округри пултаруллă воспитательсемпе тĕл пулнă. Калаçу шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, çамрăк ăрăва воспитани парас ыйтусем тавра пынă.
Людмила Юманова (Пуянкасси пуçламăш шкулĕ çумĕнчи шкулчченхи ушкăнăн воспитатель пулăшуçи):
_ Çемьере ачасенчен асли пулнă май шăллăмсемпе йăмăкăма пăхасси ман тĕп тивĕç пулнă. Кĕçĕннисене пăхма кăна мар, ăс пама та тиветчĕ. Çапла, воспитатель пулма ачаран хăнăхнă эпĕ. Шупашкарти педагогика училищинче вĕренни професси пĕлĕвĕпе хăнăхăвне илме пулăшнă.
Шкулчченхи вĕренỹ сферинче 39 çул тимлетĕп. Вĕсенчен 18-ăшне _ воспитатель, 16-ăшне _ заведующи ĕçне халалланă, 5-мĕш çул воспитатель пулăшуçинче тăрăшатăп. Ĕмĕр тăршшĕпех пĕр вырăнта _ Пуянкассинче _ ĕçлетĕп. Малтан кунти кермен пек çуртра темиçе ушкăнлă «Колосок» ача сачĕ кĕрлесе тăратчĕ _ унран шкул çумĕнчи пĕчĕк ушкăн çеç юлчĕ. Хальхи вăхăтра 7 (!) ача воспитани илет. Питĕ шел, ял «ватăлать», ачапча йышĕ чакать...
«Колосок» ачисен чунĕсене наци мăнаçлăхĕпе витерме тăрăшаттăмăр. Календарьпе иртекен кашни уявах пирĕн воспитанниксем хастар хутшăннă. Амăшĕсем çĕлесе панă чăваш наци кĕписене тăхăнса ачасем халăхăмăрăн юррисене шăрантаратчĕç, ташлатчĕç, ытарайми сăмахăмăра янрататчĕç, Вăйă, Мăнкун, Сурхури йăлисене кăтартатчĕç. Каçсерен çекĕл тытса хĕрачасем валли тухья çыхаттăм. Тепĕр кун валли черетлĕ сценари шутласа çыраттăм е пĕр-пĕр юрă сăмахне-кĕввине аса илеттĕм. Ялти Культура çурчĕ çумĕнчи Халăх «Аххаяс» фольклор ушкăнне çỹрени (30 çул çỹрерĕм) ĕçĕмре сисĕмлĕ пулăшу кỹчĕ. Профсоюз лидерĕ пулнă май тата Пуянкасси ял Совечĕн депутатне суйланнă май (3 хут суйлантăм) ял халăхĕпе çыхăнса ĕçлени мана ĕçре çитĕнỹ тума пулăшрĕ.
Професси уявне эпĕ çуралнă кунăмпа (вăл _ сентябрĕн 25-мĕшĕнче) пĕрле кĕтсе илетĕп. Кашнинчех хама çĕнĕрен çуралса тин кăна воспитатель ĕçне кỹлĕннĕ евĕр туятăп.
Валентина Стратилатова (Шăмăршăри «Аленушка» ача сачĕн воспитателĕ):
_ Эпĕ ачасене питĕ юрататăп. Мĕн пĕчĕкрен вĕрентекен пулас ĕмĕтпе çунатланаттăм, çавăнпах И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн биологипе хими факультетĕнче алла професси илтĕм. Учитель ĕçĕпе темиçе çул çеç _ шкулта, лицейра _ ĕçлесе куртăм. Шăпа мана пĕчĕккисемпе çыхăнтарчĕ. Шăмăрша качча тухсан кунти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн «Березка» ача садĕнче воспитательте тăрăшрăм. 2014-çултанпа _ центрти «Аленушкăра».
Шăпăрлансен чĕвĕл-чĕвĕл калаçăвĕ, вăр-варлăхĕ, кулăшла хăтланчăшĕ, пурне те пĕлесшĕн çунни _ веçех килĕшет мана. Учреждени фойинче кĕтсе илетĕп те вĕсене _ мĕн ĕç кунĕ вĕçленичченех пĕрле. Вĕсен кашнин утăмне, туйăмне витĕр курса тăратăп. Шкулчченхи учрежденире хĕрачасемпе арçын ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма, сывлăха упрама-тĕреклетме, кун йĕркине çирĕп пăхăнма вĕрентетпĕр.
Манпа пĕрле ларса ĕçлеме кăмăллаççĕ ачасем. «Ăста алăсем», «Пусмаран тунă пуканесем» кружоксем урлă илемлĕх туйăмне аталантаратăп. Тăмран, чустаран, пусма таткинчен пукане, чĕр чун кĕлетки, хỹтлĕх япали (оберег) тума хăнăхаççĕ. Кашниех пултаруллă _ асăрхама çеç ĕлкĕр. Шкулчченхи ỹсĕмри ачасен «Хунав» конкурсĕн кашни номинацийĕнчех палăраççĕ воспитанникăмсем. Вырăсла калаçакансенех «Пукане» юмаха лартмашкăн чăвашла пуплеме хăнăхтартăм _ округра çĕнтерсе республикăна та çитрĕмĕр. Сăвă калассипе округра Илья Харитонова çитекен пулмарĕ. Илья округ шайĕнчи «Вперед, мальчишки!» конкурсра та 1-мĕш вырăна тухрĕ. Хам та икĕ хутчен «Çулталăк воспитателĕ» конкурса хутшăнса округра 3-мĕш вырăн йышăнтăм. Округ администрацийĕ Хисеп грамотисемпе ĕçĕме хаклани савăнтарать мана. Марина Васильевна Гаврилова ертсе пыракан коллективра ĕçлеме питĕ аван. «Хорсен тупăшăвĕнче» акă икĕ хутчен çĕнтерни _ пирĕн мăнаçлăх.
Раиса Козлова (Карапай Шăмăршăри «Василек» ача сачĕн воспитателĕ):
_ Шкулчченхи вĕрентỹ учрежденийĕнче ĕçленĕ май эпĕ тĕрлĕ тивĕçе пурнăçланă тата пурнăçлатăп. Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институтĕнче илнĕ воспитатель специальноçĕпе 34 çул Карапай Шăмăршăри «Василек» ача садĕнче тăрăшатăп. Вун пĕр çул хушши заведующи пултăм. Хальхи вăхăтра аслă ушкăнри 17 шăпăрлана шкула кайма хатĕрлетĕп. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшатăп. «Ман юратнă Чăваш Енĕм» проекта тĕпе хурса, «çемье», «ял», «округ», «республика», «Раççей» ăнлавсене ăша хывма витĕм кỹретĕп. Çавăн пекех наци мăнаçлăхне аталантарасси çине тимлĕх уйăратăп: чăваш этнографийĕпе çывăхланма çул уçатăп. Ачасен ĕçĕ куç умĕнче. Вĕсем: Сурхури, Çăварни, Акатуй, Чỹклеме йăли-йĕркине халăх умне кăларни, чăваш наци çи-пуçĕпе уявсене хутшăнни, ял тата округ шайĕнчи мероприятисенче уйрăм площадкăпа (кăçал акă «Тĕрĕ ăсталăхĕ» площадкăра ĕçлерĕмĕр) ĕçлени, чăвашлăх акцийĕсене («Эпĕ чăвашла калаçатăп», «Чăваш чĕлхи _ тăван чĕлхе», «Чăваш диктанчĕ» т.ыт.те) хутшăнни.
2022-çулта пирĕн «Василек» республика шайĕнчи «Чи лайăх шкулчченхи учреждени» конкурсăн «Этнографи воспитанийĕ паракан чи лайăх ача сачĕ» номинацире çĕнтерчĕ. Çакăнта ман тỹпем пурри _ мăнаçлăх! Эпĕ Чăваш Республикин Вĕрентỹ институтĕнче, соавтор шучĕпе, ача сачĕсенче усă курмашкăн методика кĕнеки хатĕрлекен ушкăнра куçару енĕпе ĕçлетĕп. Филологи наукисен кандидачĕ, Анна Егорова доцент, Вĕрентỹ институчĕн наципе регион компонентне аталантарас енĕпе ĕçлекен проректорĕ Инесса Ядранская ертсе пынипе икĕ пособи кăлартăмăр, халĕ виççĕмĕшне хатĕрлетпĕр. Паллах, професси ăсталăхĕн шайĕ пысăк пулмалла. Эпĕ «Çулталăк воспитателĕ» конкурса кăна 5 (!) хут хутшăнтăм, призера та тухрăм. Ĕçри çитĕнỹсем пирки округ, республика шайĕнчи Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем çирĕплетеççĕ.
Эпĕ _ педагогсен династине тăсаканĕ. Аннем _ Нина Михайловна Кондратьева, ун аппăшĕ _ Раиса Михайловна Федорова шкулта ачасене вĕрентнĕ, Раиса Михайловнăн хĕрĕ _ Наталья воспитатель специальноçне суйланă. Ман аппан хĕрĕ – Мария Кудряшова _ учитель. Хамăн хĕрĕмсем _ Татьянăпа Анастасия _ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн шкулчченхи факультетĕнче вĕренеççĕ.
Меллĕ самантпа усă курса, çакна каласшăн: ачасен ỹт-пỹпе ăс-хакăл аталанăвĕ вĕсен малтанхи кунĕсемпе çулĕсенчен нумай килет. Пепке ырă е усал енне туртăнасси чи малтан çемьепе çыхăнать. Çавăнпа та ашшĕ- амăшне воспитательсемпе тачă çыхăнура тăма каласшăн. Тăван (чăваш) чĕлхене чăваш кил-йышĕнче хисеплемесен, унпа кулленхи пурнăçра усă курмасан çамрăк ăруран чăн-чăн граждансем, чăн-чăн патриотсем çитĕ несси иккĕленỹллĕ. Атте-анне чĕлхипе пуплени _ çын культурин пĕр пайĕ. Ывăл-хĕр чăвашлах шухăшлатăр, чăвашлах калаçтăр, чăвашлах пурăнтăр. Тăван çĕр-шыва юратасси шăпах атте-анне чĕлхине хисепленинчен пуçланать.
Гульнар Азизова (Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн воспитателĕ):
_ Воспитатель вăл _ педагог та, психолог та, наставник та, организатор та, музыкант та, юрăçăпа ташăçă та, строитель те... Çитĕнекен ăрури пултарулăха асăрхасси-аталантарасси воспитатель пĕлĕвĕпе ăсталăхĕнчен, кулленхи ĕçĕнчен нумай килет. Паллах, ачасене юратнипе пĕрлех вĕсемшĕн яваплă пулни те пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек кăткăс професси суйласа илнĕ эпĕ.
Шăмăршăри «Ромашка» ача садĕнче 2010-çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларăм. Пĕчĕккисемпе ĕçлеме Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче илнĕ пĕлỹ, Антон Макаренко, Константин Ушинский пек аслă педагогсен практикăра тĕрĕсленнĕ шухăшĕсем, хамри ăсталăх (музыка инструменчĕпе _ пианинопа, синтезаторпа калама пĕлни, юрă-ташă ăсталăхĕ), тĕрлĕ ỹсĕмри çынсемпе (ачасемпе) хутшăнма пĕлни пулăшу кỹреççĕ.
Ачасен шутне, ỹсĕмне, контингентне кура вăл е ку енĕпе занятисем йĕркелетĕп. Хальхи вăхăтра ман ушкăнри 12 арçын ачапа 3 хĕрача конструктор енĕпе хытă кăсăкланаççĕ. Ирина Логинова педагог йĕркеленĕ конструктор тăрăх çар техникине пухма та вĕренсе çитрĕç темелле. Педагогсен кăçалхи Август конференцийĕнче, сăмахран, шăпах çар техникине пуçтарас енĕпе ăсталăх класĕ ирттертĕмĕр. Округри педагогсем те, представительсем те пирĕн площадка патĕнче вăрах тытăнса тăчĕç. Шахмат тата шашка вăййисем те _ ман воспитанниксен юратнă вăййисем. Тата... ман ачамсем эксперимент тума юратаççĕ! «Ачасене усаллăхпа хăратаймастăн, вĕсем ултава чăтма пултараймаççĕ» текен шухăша мала хуратăп.
Шăпăрлансене тĕрĕслĕхе хăнăхтаратăп; «юрать», «юрамасть» ăнлавсене татса калатăп, панă сăмаха _ епле пулсан та _ тытмалла.Воспитатель специальноçĕ мана ача садĕнче кăна мар, килте те кирлĕ. Шкулта вĕренекен Ландышпа Мадинăна хĕрĕмсене тĕрĕс воспитани парас тесе, педагогикăн чи анлă сарăлнă мелĕсемпе усă куратăп.
«Çулталăк воспитателĕ» конкурсра икĕ хутчен тупăшса округра пĕр хутчен мала тухрăм. Маншăн ку _ çитĕнỹ! Округ администрацийĕн тата педагогсен профсоюз организацийĕн Тав çырăвĕсем тăрăшарах вăй хума хавхалантараççĕ. Воспитатель ĕçĕнче пурнăç тĕллевне тупрăм. Çакă _ чун туртăмĕ!
Татьяна Батырева (Шăмăршăри «Сказка» ача сачĕн воспитателĕ):
_ Эпĕ _ телейлĕ çын! Эпĕ _ воспитатель! Пуянкассинчи «Колосок» ача садне çỹренĕ чухнех: «Ỹссе çитсен Елена Валерьевна пулатăп!» _ теттĕм Е.В.Шамеева воспитателе юратнăран. Ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ! Кỹршĕсен пĕчĕк ывăл-хĕрне пăхаттăм _ пулас професси валли хăнăхăва малтан çакăнта илнĕ.
Ульяновскри педагогика колледжĕнче _ шкулчченхи вĕрентỹ валли, Мускаври халăхсем хушшинчи академире педагог-психолога вĕренсе тухрăм. Малтан Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнвар ялĕн ача садĕнче тимлерĕм. 2013-çултанпа Шăмăршăри «Сказкăра» вăй хуратăп. Любовь Сабанова ертсе пыракан коллективра хама шыври пулă пекех туятăп: ĕçлеме питĕ кăмăллă, кунти профком председателĕн тивĕçне те пурнăçлатăп.
Хам спорта юратнăран воспитанниксене те тĕрлĕ ăмăртăва явăçтаратăп. Уçă заняти кăтартма та спорт мероприятине суйласа илетĕп. «Йĕлтĕр йĕрĕнче», Наци кросĕнче чупса малти вырăнсем йышăнатăп _ мана кура ушкăнăмри хĕрачасемпе арçын ачасем те тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул акă районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парнишĕн эстафетăра чупса воспитанникăмсем 1-мĕш вырăна тухма вăй-хал çитерчĕç. Ман патăма хатĕрленỹ ушкăнне çỹренĕ ачасем (халĕ _ 1-класс вĕренекенĕсем) футбол тата ишес енĕпе ăсталăха секцире туптарĕç, халĕ те çаплах. Шашкăлла выляма хăнăхрĕç тата _ турнирта çĕнтерчĕç.
«Хунав» конкурс пире çулсерен ăнăçу «çимĕçĕ» кỹрет. Ушкăнăмри Арсений ывăлăм уйрăм номинацире мала тухни савăнтарать. Сăмах май, Арсений Батырев _ «Ялти чи маттуррисем» тата «Вперед, мальчишки!» конкурссен çĕнтерỹçи.
«Çулталăк воспитателĕ» конкурса икĕ хут хутшăнтăм. Маларах 3-мĕш вырăна тухнăччĕ, кăçал 2-мĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Кăçал "Эпĕ _ хĕрарăм" конкурсра 100 çын хушшинче 13-мĕш вырăн йышăнма мана ĕçри ỹсĕм те витĕм кỹчех. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн, обществăри хастарлăхшăн тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене, Дипломсене тивĕçрĕм. Çакă яваплăха татах ỹстерет. Халĕ ясли ушкăнĕнчи 21 шăпăрланшăн яваплă эпĕ. Хавхаланса, вĕсене чунтан юратса ĕçлетĕп. Шанатăп: эпир _ воспитательсем _ çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса шкула кайма хатĕрлесе çитеретпĕрех.
Калаçăва Зинаида Свеклова хатĕрленĕ.
Редакцирен. Воспитательсемпе шкулчченхи вĕрентỹ ĕçченĕсене професси уявĕпе ăшшăн саламлатпăр. Воспитани ĕçĕнче çирĕп сывлăх, иксĕлми хавхалану, пысăк çитĕнỹ сунатпăр. Çĕр-шывăмăрăн пулас хуçисене тĕрлĕ енлĕ аталанма çул уçнишĕн Сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр.