Хĕл çитесси инçе мар
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН министрсен Кабинечĕн Председателĕ Cергей Артамонов тунтикун ирттернĕ Канашлура тĕп ыйту çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра пуçласси çинчен пулнă.
Синоптиксен прогнозĕ тăрăх, çывăх кунсенче çанталăк "кăмăлĕ" чылай пăсăлмалла. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕре, социаллă учрежденисене, ытти объекта хутса ăшăтассипе çыхăннă ыйтусем мала тухаççĕ. Премьер-министр ача сачĕсем, шкулсем, çавнашкал ытти объект тĕлĕшпе пушшех тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă. Сывлăш температурине кура _ нормативсемпе килĕшỹллĕн _ эрне вĕçнелле ăшă пама пуçламашкăн тивет-тĕр.
Пĕлтĕр ку енĕпе чăрмавсем пулнине аса илтернĕ май, Сергей Артамонов муниципалитет органĕсен пуçлăхĕсене алла "юн пусăмĕ çинче" тытма сĕннĕ.
Канашлăвăн çирĕплетнĕ кун йĕркипе килĕшỹллĕн пухăннисем республикăн кăçалхи январь-август уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вице-премьер _ финанс министрĕ Михаил Ноздряков 8 уйăхра бюджета мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Регионăн пĕрлехи бюджечĕн планпа пăхнă тупăшĕ кăçал 120 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Хальлĕхе 79 миллиард тенкĕ пухнă _ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах. Çав шутра хамăрăн тупăш ỹсĕмлĕ. Михаил Геннадьевич культура сфери валли янă тăкаксем палăрмаллах хутшăнни çинчен каланă. Çакă чи малтанах строительствăпа реконструкци объекчĕ нумаййипе çыхăннă. Вĕрентỹ тăкакĕсем те пысăкланнă. Кунта та шкулсемпе ача сачĕсен юсавĕпе çыхăннă кăтарту курăмлă. Çавăн пекех ял хуçалăхĕ валли уйăрнă укçа нумай ỹснĕ.
Канашлура Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бадертдинов та сăмах илнĕ. Вăл çакна пĕлтернĕ: кăçал республика вăрманĕсенче 4 пушар пулнă, вут-çулăм пурĕ 26 гектар çинче алхаснă.
Вăрмансене хỹтĕлес енĕпе пурнăçлакан ĕç, чăннипех, пысăк. Çакăн валли федераци бюджетĕнчен 1,1 миллион тенкĕ уйăрнă. Вăрман хуралçисем ятарлă маршрутсем палăртнă _ патрульсем тĕрĕслеве куллен тухаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ирттернĕ тĕрĕслев мероприятийĕсен шучĕ _ 5 пин патнеллех. Вăрмансенчи лару-тăрăва паян космосран та, пилотсăр вĕçев хатĕрĕсемпе усă курса та сăнаса тăраççĕ.
Н.ИЛЬИНА.