Çырмари шыва варалама юрамасть!
ШĂМĂРШĂРА йăлари таса мар шыв Кĕçĕн Хырла çырми патнех юхса тухнине асăрханă, кун пирки район прокуратурине систернĕ. Прокуратура тĕрĕслỹ йĕркелесе «ЖКХ» ОООна çитменлĕхе пĕтерме тата вараланă территорие (100 тăваткал метр) тасатма хушнă. Административлă право йĕркине пăснăшăн «ЖКХ» ООО пирки ĕç пуçарнă. Прокуратура ыйтнине тивĕçтерсе, «ЖКХ» ООО территорие тасатса тухнă, йăлари таса мар шыва уçлама çĕнĕ насус туянса вырнаçтарнă.