Каçхине урам çуталтăр

ИРТНĔ эрнекун пирĕн округра «Россети Волга» _ «Чуваш-энерго» ПАО Кăнтăр производство уйрăмĕн филиал директорĕ Дмитрий Шарафутдинов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă, округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа каçхине урамсене çутатса тăрас ыйтăва сỹтсе явнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче урама çутатас ĕçе модернизацилемелли условисене пăхса тухнă, ку енĕпе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли пирки килĕшỹ çырса алă пуснă.



26 сентября 2025
14:52
Поделиться