Кĕтетĕп сана, салтакăм!
ÇЫН çинчен аса илме тытăнсан тỹрех ăна чи малтан ăçта, хăçан, мĕнле лару-тăрура курни пирки шухăшлатăн.
Андрейпе эпĕ ăнсăртран тенĕ пек паллашрăм. Шупашкартан «Газельпе» Шăмăрша çити ларса килтĕм те, хамăр яла каякан мĕнле те пулин транспорт кĕтсе тăратăп. Ман ума шурă иномарка пырса чарăннине ăнăçу тесе шутларăм.
_ Эпĕ таксист мар, _ йăл кулса калаçрĕ манпа кабинăран пуçне кăларнă çамрăк каччă. _ Сирĕн пек чипер хĕрсене вара ăçта ыйтатăр _ çавăнта çитерме яланах хатĕр!
Эпĕ ăна ял ятне каларăм та кабинăна кĕрсе те лартăм.
_ Андрей! _ хăйпе паллаштарчĕ каччă. _ Эсир мĕн ятлăччĕ-ха?
Калас-и, калас та мар-и палламан çынна хамăн ята? Эй, каланипе мĕн пулать?
_ Света, Светлана, _ терĕм хăюлăх çитерсе.
_ Эпĕ Сире Хĕвелпи тесе чĕнĕп! _ хаваслăн калаçрĕ Андрей. _ Свет _ чăвашла çутă вĕт-ха, апла Хĕвелпи тесен _ пĕрре те йăнăшмăп.
Çапла вăтăр çухрăмри яла çитичченех шăкăл-шăкăл калаçса пытăмăр Андрейпе. Эпĕ ăна Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренни çинчен те пĕлтертĕм. Андрей кăçал çеç салтакран таврăннă иккен, халĕ контракт çырса СВОна кайма шутлать.
_ Çĕр-шыва камăн та пулин сыхламаллах, _ çирĕппĕн каларĕ каччă. _ Эсир ман патăма шăнкăравласа тăма хирĕç мар-и?
Эпĕ нимĕн те хуравламарăм. Çапах та пĕр-пĕрин телефон номерĕсене çырса илме хирĕçлемерĕм.
...Унтанпа çур çул та çитрĕ ĕнтĕ. Андрейпе иксĕмĕрĕн хушăри туслăх юратăва çаврăнчĕ тесех шутлатăп. Майлă самант тупăнсанах мана вăл салтак служби мĕнле иртни çинчен пĕлтерет, телефонпа тăтăш калаçма юраманнине те систерет.
_ Кĕт мана, киле Çĕнтерỹпе таврăнатăп! _ яланах çапла çирĕппĕн каласа вĕçлет кĕске калаçăва Андрей.
Кĕтетĕп сана, хаклă çыннăм, Çĕнтерỹ часах çитессе те çирĕп ĕненетĕп. Юрататăп сана, Андрей! Санăн Хĕвелпи.
СВЕТЛАНА.