Манса кай ăна, Нина!

«ШУРĂМПУÇ» кăларăмра («Шăмăршă хыпарĕ», 2025- çулхи августăн 15-мĕшĕ) пĕр вĕçкĕн каччă харăсах икĕ хĕрпе çỹрени, иккĕшне те улталаса пурăнни çинчен çырнă.

Эпĕ Нинăна питĕ шеллетĕп. Каччă сана чăнласах юратать пулсан, вăл теприн çине çаврăнса та пăхмĕ. Ан ĕнен ăна, хăвăртрах унран пăрăн, ятне те аса ан ил.

Ултавçăпа нихăçан та телейлĕ пулаймăн, чĕрỹне çеç амантса хăварăн. Ĕнен мана, Нина!

ЛЮДМИЛА.



26 сентября 2025
11:32
Поделиться