Мĕншĕн эсĕ ялта мар?

ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчи ялсем ватăлса пыни _ вăрттăнлăх мар. Хăш-пĕр урамра пенсионерсем çеç пурăнаççĕ. Ялта ача сахал çуралать, çулталăкра пĕр-икĕ туй çеç (вăл та _ центрти кафере) кĕрлет. Пĕр-пĕр пысăк ĕç тума çын тупаймастăн: ватă çыннăн, шỹтлесе: «тăватă çын» тесен те, вăй-халĕ çукрах çав.

Çамрăксем мĕншĕн ялтан пăрахса каяççĕ-ха? Пурне те хумхантарма тивĕç çак ыйтăва эпĕ каччăсемпе хĕрсене хăйсене патăм.

АЛЕВТИНА, 19 çулта:

_ Ялта кичем. Пирĕн ялта клуб та çук, Шăмăрша çити çỹреме инçе. Хĕрпе каччăн пĕр-пĕринпе ăçта паллашмалла-ха?

ВАСИЛИЙ, 28 çулта:

_ Тем пек ялта пурăнас килет, анчах ĕç тупаймастăп. Ирĕксĕрех Шупашкара кайса завода вырнаçрăм. Ялти ватă аттепе аннене пулăшайманнишĕн хытă пăшăрханатăп. Авлансан, тен, яла куçса килĕпĕр-ха. Паллах, арăм хирĕçлемесен.

КАТЯ, 20 çулта:

_ Пирĕн класран вĕренсе тухнă хĕрсенчен пĕри те яла юлмарĕ. Каччăсенчен хăшĕ-пĕри ялта-ха, анчах вĕсем те Мускава е ытти çĕре ĕçлеме çỹреççĕ. Уявсенче е канмалли кунсенче яла таврăнсан вальс ташлама каччă çук вĕт!

ГАЛИНА, 21 çулта:

_ Мана ялтах лайăх. Мĕн ачаран килĕштернĕ каччăпа пĕр çемье çавăртăмăр та туй кĕрлеттертĕмĕр. Халĕ пирĕн икĕ ача. Эпир хамăр ĕçе йĕркелерĕмĕр _ «самозанятые» пулса тăтăмăр. Йышлă выльăхчĕрлĕх усратпăр, хур-кăвакал ĕрчететпĕр. Тепĕр ача çуратас шухăш та пур, упăшка та çавнах калать. Виççĕмĕшĕ çумне _ тăваттăмĕшĕ, унтан _ пиллĕкмĕшĕ хушăнĕ (кулать).

АЛЬФИК, 24 çулта:

_ Ял çамрăкĕсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтермесĕр проблемăна татса пама çук. Округри Асанкасси ялĕнче çĕвĕ цехĕ уçни лайăх-ха, çавăн пек цех ытти ялта та ĕçлесен мĕн тери лайăх пулĕччĕ.

Ялта пушă çуртсем нумай, ватă çынсем урăх тĕнчене кайнă хыççăн ăрусен çыхăнăвĕ те татăлать. Апла ан пултăрччĕ тесен, патшалăхăн çамрăк çемьесене çуртйĕр çавăрма пулăшмалла, шкулсене _ ан тив, сахал йышлă пултăр _ хупмалла мар. Шкул пĕтсен ял та пĕтет _ çакна асра тытмалла. Кỹршĕри Тутарстанри Çĕпрел районĕнче пĕр шкула та, пĕр ача садне те хупман, виçĕ-тăватă ачашăн та учитель тытаççĕ. Чăваш Республикинче çулсерен темиçе шкул хупăннине эпĕ пĕрре те ырламастăп.



26 сентября 2025
11:33
Поделиться