«Пехет» агромаркет _ çут çанталăка хаклакан вырăн
ШУПАШКАРТИ «Пехет» агромаркетра чи паха тата экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç продукчĕ сутаççĕ. «Пехет» _ тăван çут çанталăка хаклакан, чуна ăшăтакан вырăн», _ çапла хавхаланса çырса хăварнă сĕнỹсен кĕнекинче Шăмăршă округĕнчен килнĕ пĕр çын.
Çак сăмах тĕрĕс пулнине эпĕ те ĕнентĕм. Кунта химипе искусствăлла удобренисемсĕр çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе улма-çырла çеç сутаççĕ. Кашни пан улми, кашни кишĕр _ Çĕр-аннепе çут хĕвелĕн чи таса парни. Вырăнти фермерсем чун ăшшипе ĕçлени пăхсах курăнать.
Ĕне сĕчĕ, хăйма, тăварук, услам çу _ çак продуктсем пурте фермăсемпе килти хуçалăхсенчен килеççĕ, вĕсен шанчăклăхĕпе пахалăхĕ пирки иккĕленмелли çук. Улăхри ешĕл курăкпа таса тырă çăнăхĕ çитерсе самăртнă выльăх-чĕрлĕх ашĕ те _ чи пахи.
Çакнах утарçăсен пылĕ пирки те каламалла: асамлă ырă шăршипе те, тутипе те пыл _ чи лайăххи. Çавăн пекех кунта сиплĕ прополис тата пыллă карас та туянма пулать.
Агромаркетра тăтăшах акципе йỹнетỹ кунĕ ирттереççĕ, хăвăра килĕшекен продукта сахалрах тỹлесе туянма май пур. Кулинари мастер-класĕ пек тĕрлĕ мероприяти çĕнĕ блюда хатĕрлеме тата кулинар ăсталăхне алла илме пулăшать.
Кĕскен каласан, Шупашкара кайсан «Пехете» кĕрсе тухăр, хулара пурăнакан тăванăрсене те агромаркетпа туслă пулмашкăн сĕнỹ парăр.
Н.ИЛЬИНА.