Пăхăр тăпри, пуртă, шăмă...
ÇАК кунсенче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Шырав» отряд членĕсем Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн наука сотрудникĕ, истори наукисен кандидачĕ Николай Мясников ертсе пыракан археологи разведкин ĕçне хутшăннă. Шыравçăсем Шăмăршă ялĕ çывăхĕнче çĕр чавса историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ авалхи япаласем _ çав шутра: керамика савăт-сапа катăкĕсем, пăхăр тăпри, пуртă тата шăмă _ тупнă. Уйрăмах «именьковская» культура вăхăтĕнчи çын пурăннă вырăна тупни _ наукăшăн хаклă.
Археологи разведки Карапай Шăмăршă ялĕ патĕнче, Кỹперле тата Хырла çырмисен хĕрринче чавса пăхни те усă кỹнĕ, тăван тавралăхăн аваллăхне тĕплĕнрех пĕлме май панă.