Производствăна нумай ỹстернĕ

ВĂРНАРТИ хутăш препаратсен завочĕ кăçал ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли препаратсем туса кăларассине 30 процент ỹстернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа кунта 14,7 миллион л/кг продукци хатĕрлесе ăсатнă. Завод ял хуçалăхĕ валли гербицид (çум курăка пĕтерме), инсектицид (сиенлĕ хурткăпшанкăна тĕп тума) тата фунгицид (ỹсентăрана чир-чĕртен хỹтĕлеме) туса кăларать. 2025-çулта Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ ял хуçалăхĕ валли 14 тĕрлĕ çĕнĕ хими тата биологи препарачĕ туса кăларма тытăннă.



26 сентября 2025
14:27
Поделиться