«Сысна çури пур-и?» _ çапла ыйтаççĕ Кахăрлă Шăхаль ялне пыракансем

ÇАК яла çăмăл автомашинăсем çỹресех тăраççĕ. Хамăр республикăри Комсомольски, Патăрьел, Йĕпреç районĕсенчен, кỹршĕри Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчен кунта сысна çури туянма килеççĕ.
_ Инке, сысна çури пур-и? _ çапла каланине тăтăш илтме пулать.
_ Пур, пур, миçе кирлĕ? _ хаваспах сăмахлаççĕ тарават хуçасем.
Кахăрлă Шăхаль ялĕнче килĕренех çăвăрлаттармалли сысна ами усраççĕ. Акă Сергейпе Галина Кузнецовсем çак выльăха 10 пуç тытаççĕ. Олег Пушкин, Геннадий Рожков, Юрий Кузнецов, Вячеслав Тимофеев, Мария Ефимова, Надежда Петрова, Галина Шумилова... Сысна нумай усракансен хушамачĕсене асăнса тухма та йывăр. Ялĕпе _ темиçе çĕр пуç амапа аçа. Кахăрлăшăхальсем сысна çури сутса çурт-йĕр лартаççĕ, çăмăл автомашина туянаççĕ тата ытти те.
_ Аплах мар пуль? _ тейĕ хăшĕ те пĕри. _ Сысна ĕрчетсе пуйма пулать-и вара?
Чăнах та, пуйма çук пулĕ, анчах алăра ирĕккĕн тыткаламалăх укçа ĕçлесе тума май пур. Çуркунне пĕр уйăхри сысна çурине 5-6 пин тенкĕпе сутаççĕ. Халĕ _ кĕркунне _ икĕ уйăхри 2 пин çурă _ 3 пин тенкĕпе каять.
_ Кахăрлăшăхальсен сысна çурисем таса ăратлă, питĕ лайăх ỹсеççĕ, _ çапла каланине илтнĕ хамăр округри нумай çынран.
Выльăх нумай усраççĕ _ ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ. Ялта ĕçлемесĕр сулланса çỹрекене кураймăн: пурте ир тытăнса каçченех килти хуçалăхра тăрăшаççĕ.
_ Сысна çурисене сывă ỹстерес тесен рацион пуян пулмалла, вĕсене таса шыв çеç ĕçтермелле тата хĕлле ăшă витере усрамалла, _ çапла ăс парать ялти ветеринари фельдшерĕ Иван Семенов.
Иван Владимирович _ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн выпускникĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан юратакан çамрăк специалист.
Иван Владимировичăн аслашшĕне _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранне Иван Егоровича _ лайăх ас тăватăп. Иван Егорович ĕмĕр тăрăшшĕпех сысна ферминче ĕçленĕ, Шăмăршă районĕнчи малта пыракан коллектива ертсе пыратчĕ. Мăнукĕ аслашшĕне хуни чунтан савăнтарчĕ: «Улми йывăççинчен аякка ỹкмест», _ тесе тĕрĕсех калаççĕ çав.
Ветеринар тăватă ялти выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн тăрăшнипе пĕрлех ырă канаш пама та ỹркенмест. Хăшĕ-пĕри туяннă çурана мĕнле тăрантармаллине те пĕлсех каймасть вĕт-ха. нумайăшĕ ĕне усрамасть, сĕт туянни хака ларать. Сысна çурин рационĕнче тулă, урпа, сĕлĕ, куккурус çăнăхĕпе пĕрлех, белок хисепне ỹстерекен пăрçа çăнăхĕ те пулмалла. Ку тĕлĕшпе комбикормпа тăрантарнин усси пысăк. Гранулăсенче тутлăхлă япаласем, витаминсем тата минералсем çителĕклĕ. Çурасене минерал _ шур тăм, тăвар, шăмă çăнăхĕ, йывăç кăмрăкĕ _ шăмă тытăмне аталантарма тата сывлăха çирĕплетме кирлĕ.
Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Владимир Юмановпа курса калаçрăм.
_ Эпир те тăватă пуç сысна ами усратпăр, _ пĕлтерчĕ Владимир Петрович. _ Мана округри нумай ялта çăвăрлаттармалли ама усраманни тĕлĕнтерет. Тупăшлă выльăх вĕт-ха, мĕншĕн усрамалла мар? Таçти ялта сысна çури шыраса çỹриччен хăвăн выльăху чылай йỹнĕрехе ларать; килти хуçалăхран ытлашшине сутса укçа-тенкĕ тума пулать.
... ÇАНТАЛĂК шăнтсан ялта килĕренех сысна чикме пуçлаççĕ, хăлхана _ примус сасси, сăмсана ĕнтнĕ какай шăрши килентерет. Сысна усрасан _ кĕреке те тулли, хулари ачасене парса яма та _ чи лайăх кучченеç.
ИВ.САЛАНДАЕВ