Субсиди тỹлĕç

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Ял хуçалăх министерстви килти хушма хуçалăха аталантармашкăн граждансене субсиди тỹлеме кандидатсем суйласа илесси çинчен пĕлтерет. Субсидие «Професси тупăшĕ çине хуракан налук» режимпа усă куракан хушма хуçалăхсене тỹлĕç. Çак тỹлев валли пурĕ 40 миллион тенкĕ уйăрнă. Заявкăсене 2025-çулхи октябрĕн 6-мĕшĕччен йышăнаççĕ.



26 сентября 2025
14:27
Поделиться