Тыл яваплăхĕ _ фронтри ăнăçлăх
ШĂМĂРШĂРИ «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕнчи хастар хĕрарăмсем эрнере 4 кун Культура керменне пухăнаççĕ. Ятарлă çар операцийĕн зонине, фронт çывăхĕнчи ял-хулана, госпитальсене ăсатма вĕсем гуманитари япалисене хатĕрлеççĕ.
Çак кунсенче те сахал мар ĕç турăмăр. Иртнĕ шăматкун акă Курск енне гуманитари пулăшăвĕ ăсатрăмăр. Пăчăрлă Пашьел çамрăкĕн заказĕ _ портативлă «Булат» v.4 детектор _ Херсон тăрăхне çитнĕ. ентешĕмĕрпе юлташĕсем валли çак япаласене парса ятăмăр: хỹтлĕх сетки (8 штук), хỹтлĕх утиялĕ (4), «ТУТ» раци (5), пуртă (3), мăлатук (1), алă пăчки _ напильникпе пĕрле (1), армированнăй скотч (3), хĕрлĕ скотч (2), 100 тата 150 мм пăта (1-ер пачка), ĕç перчетки (нумай), кофе, пулă тата какай консервисем, çăралатнă сĕт (сгущенка). Ĕç хатĕрĕсене Шăмăршăри Георгипе Ярослав Кудряшовсем пачĕç. Округ çыннисем, Шăмăршăри коопторг пушă михĕ нумай кỹчĕç _ вĕсем питĕ кирлĕ, Владимир Максимов уйрăм предприниматель пулăшнипе, Курск направленийĕпе блиндаж-траншея тумашкăн КамАЗ тулли вăрман материалĕ ăсатма май килчĕ. ăста алăсен вăйĕпе те чун ăшшийĕпе эрнере 6-шар маскировка сетки çыхăнать. Вĕсен хисепĕ 340-рен те иртрĕ. Çĕвĕçсем çак кунсенче тата 6 хỹтлĕх плащĕпе 6 мăшăр гетры, 5 аялти йĕм, 5 «шăмă» минтер янтăларĕç.
Çĕлеме-çыхма _ материал, материал туянмашкăн укçа-тенкĕ кирлĕ. Пирĕн хушăмăрта патриотизм туйăмĕпе хĕмленекен пур-ха. Акă Шăмăршăри Христос чĕрĕлни ячĕллĕ чиркĕве çỹрекенсем, центрти вăтам шкул коллективĕ пысăк сумма пухса пачĕç. Унпа маскировка сеткилĕх, хỹтлĕх плащĕпе гетрылĕх, çавăн пекех госпитале ямалли çи-пуçлăх усă курăпăр. Гуманитари пулăшăвне ăсатмассерен чунăмăр виçесĕр мăнаçлăхпа тулать: эпир те килес Çĕнтерĕ- ве хамăр тỹпене хыватпăр-çке! Кунсерен, сехетсерен Çĕнтерĕве çывхартатпăр. Заказ вара килсех тăрать. ăна хăвăрт пурнăçласси пиртен килет. Яваплăх, тăрăшулăх мĕн чухлĕ пысăкрах _ салтакăмăрсен ăнăçăвĕ çавăн чухлĕ хăвăртрах пулĕ. Хỹтĕлевçĕсем вара хăйсене пулăшнăшăн пире тав сăмахĕ каласа пĕтереймеççĕ. Çỹ- лерех асăннă ырă кăмăллă çыннăмăрсемпе коллективсем те тава тивĕçлĕ. Пархатарлăхăн вĕçĕ ан пултăрччĕ.
Кам _ ĕçпе, кам _ япалапа, кам _ укçан пулăшас тет _ пирĕнпе çак телефонпа çыхăнăр: 89278538481. Гуманитари япалисене вара округ центрĕн Культура керменне илсе пымалла.
В.ЕРЕМЕЕВА, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.