Ухсай Яккăвĕ ун çинчен поэма çырнă

ЧĂВАШ ХАЛĂХ поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) 1942- çулта Воронеж фронтĕнче, тăшман вут-çулăмĕ айĕнче «Чăваш дивизийĕ çинчен каласа паракан паттăр поэма» çырнă. Унта пирĕн ентеш _ Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралса ỹснĕ василий можаев боеца халалланă йĕркесем те пур:

«... Паршин калĕ:

«Ман телейĕм

Ваçлейпе çỹрет хитре».

Чăн-чăн Мишай Ваçлейĕ

Паллă çын дивизире.

Санăн, Шăмăршă уй-хирĕ

Пулнă ĕлĕк те чапу.

Шур мура хаяррăн хирнĕ

Сан Космовский улăпу.

Ачусем телей йăвиллĕ

Санăн кил-çуртусенчен

Кайнă та параççĕ вилĕм

Нимĕçе вут хирĕнче.

Санăн аслă вăрману та

Санăн пысăк çарану,

Çавăнпа ĕрченĕ тутă

Карăку та ăсану.

Пур килте пекех _ сунарçă,

Пур килте пекех _ пăшал.

Арçынсем çукран, тумаççĕ

Ялсенче хуплу кăçал.

Пер те _ савăн!

Кайăк çитĕ,

Сунарçа кунта _ телей.

Пăчăр мар, хальччен çерçи те

Вĕлерсе курман Ваçлей.

Пăшала пăхатчĕ сиввĕн,

Хĕрхенетчĕ чĕр чуна.

_ Пер! _ тесе Тăван çĕр-шывĕ

Тыттарать пăшал ăна.

Пире хирĕç килчĕ кайăк

Нимĕç _ кайăк пинĕпе.

Кураймасть ăна Можаев

Пĕтĕм чунĕ-варĕпе.

Вăл _ разведчик.

Ячĕ паллă

Халь Воронеж фронтĕнче.

«Нимĕç чĕлхисем» пĕр аллă

Тытнă вăл тус-йышĕпе».

Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине виçĕ Василий Можаев хутшăнни паллă. Пĕри _ Василий Павлович _ 1911-çулта çуралнă, 1943-çулхи сентябрьте фронтра паттăррăн çапăçса вилнĕ.

Тепĕр икĕ Василийĕн ашшĕсем пĕр ятлă пулнă, иккĕшне те «Константинович» тесе чĕннĕ. Иккĕшĕ те 1908-çулта çуралнă, пĕри тăван ялĕнче _ 1961-çулта, тепри 1972-çулта çĕре кĕнĕ. Виçĕ Ваççаран Ухсай Яккăвĕпе пĕр дивизире хăшĕ çапăçнă-ши?

Паттăр разведчикăн наградăсем те пулма кирлĕ. Поэт: «Вăл _ разведчик. Ячĕ паллă халь Воронеж фронтĕнче» _ тесе ахальтен çырман ĕнтĕ.

Аслă Çĕнтерỹ 80 тултарнă çулталăкра хыпарсăр çухалнисене тупса палăртасси _ пирĕн тивĕç. Тен, Василий Можаевăн тăванĕсем Ухсай Яккăвĕн поэминчи паттăра палласа илĕç? Вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăннă пулсан, Василий Можаев фронтри тĕл пулу çинчен кама та пулин каласа панах ĕнтĕ. Çапăçуран чĕррĕн тухайман пулсан, Василий Можаев разведчик ятне ялти палăк çинче вулăпăр. Пашьелсем чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн поэмине кĕме тивĕç пулнă хăйсен ентешĕпе тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ.

ИВ.САЛАНДАЕВ.



26 сентября 2025
10:56
Поделиться