Ултавпа телей

Ултавпа телей

Марина _ пĕчĕк ачи чирленипе _ паян килтех ларать. Ирпе упăшкине ĕçе ăсатрĕ те ачин температурине виçме тытăнчĕ. сасартăк телефон шăнкăртатрĕ. Упăшки _ Володя _ ĕçе васканăскер телефонне килте манса хăварнă ĕнтĕ. Пĕр-пĕрне çирĕп шаннă май, Марина Володьăн телефонне пĕр иккĕленмесĕрех тытрĕ.

_ Алло! _ илтĕнчĕ пăшăрхануллă сасă. _ Мана Владимир кирлĕччĕ. Питĕ васкавлă. Эпĕ ача çуратмалли çуртран шăнкăравлатăп. Владимирăн арăмĕ ывăл çуратрĕ, анчах хăйĕн пурнăçĕ пысăк хăрушлăхра. Çавăнпах унпа юнашар мăшăрĕ кирлех тесе шутлатпăр.

Марина телефонпа калаçакана ĕненме пултараймарĕ. Мĕнле тепĕр арăм? Мĕнле ача? Мошенник юри шăнкăравламасть-ши?

Анчах ача çуратмалли çуртран шăнкăравлакан хĕрарăм ултавçă пек туйăнмарĕ. Тен, чăнах та?

Каçхине Володя ĕçрен таврăнсанах Марина ăна ывăл çуралнă ятпа саламларĕ.

_ Санăн тепĕр арăм та пур апла? Çулталăк хушши мана улталаса пурăнтăн-и? Пирĕн уйрăласси çеç юлать! _ хытă тарăхса калаçнă май куçĕнчи куççуле чараймарĕ çамрăк хĕрарăм.

Володя ăна лăплантарма тăрăшрĕ. Чăнах та, кану çуртĕнче пĕр хĕрарăмпа тĕл пулнăччĕ, анчах вăл _ нимĕнле арăм та мар. Ывăл çураласси çинчен те Володя нимĕн те пĕлмен иккен. Телефон-и? Унти кунти пирки шухăшламасăр, йăнăшпа панă çав хĕрарăма телефон номерне. Кану çуртĕнчен килнĕренпе те шăнкăравламан. Халĕ акă йывăр ларутăрура хĕрарăм медицина сестрине унăн номерне пĕлтернĕ, шăнкăравлама ыйтнă.

Ача çураттаракан çурта Володьăпа Марина пĕрле кайрĕç. Вĕсем патне медицина сестри тухрĕ те кам патне килни çинчен ыйтса пĕлчĕ.

_ Иванова? Вилчĕ вăл, тин çеç морга илсе кайрĕç. Ывăлĕ _ пирĕн патăмăрта. Çирĕп ỹт-пỹллĕ, тăватă килограмм таять, _ пĕлтерчĕ хăйĕн ĕçĕнче темĕнле лару-тăрăва та курма хăнăхнă шур халатлă хĕрарăм.

Володьăпа Марина _ моргра пулнă хыççăн _ киле таврăнма тухрĕç.

_ Володя! _ терĕ Марина. _ Ывăлна кураймарăмăр, çапах эпĕ ăна хамăрăн тесе шутлатăп. Атя-ха ăна усрама илер, санăн юну вĕт!

Мăшăрĕ арăмĕ çине юратса пăхрĕ, унтан хыттăн ыталарĕ те:

_ Илетпĕр! Викăн çывăх çынни урăх никам та çук, манăн ывăл пирĕнпех пурăнтăр.

_ Пирĕн ывăл! _ тỹрлетрĕ ăна Марина. _ ăна манăн атте ятне парăпăр _ Сергей пултăр.

_ Сергей Владимирович! _ савăнсах хуравларĕ Володя.

С.ИВАНОВ.



26 сентября 2025
11:31
Поделиться