Ватти-вĕтти _ сиккипе!

Ватти-вĕтти _ сиккипе!

ПЫСĂК та илемлĕ спорт уявĕ пек иртрĕ «наци кросĕ _ 2025» чупу Шăмăршă муниципалитет округĕнче.

...Шăмăршăри тĕп лапамра вун-вун çын _ ватти те, çамрăкки те _ çирĕп сывлăхшăн тăрăшса чупса тухрĕ. Кунта предприятисемпе учрежденисен коллективĕсене, шкулта вĕренекенсемпе ача садне çỹрекенсене, тивĕçлĕ канури çынсене курма пулчĕ. Кунĕ çутă та илемлĕ пулнăранах пулĕ, çынсен сăн-пичĕ те хĕвел пек çиçет. «Наци кросне» чупса тухакансене медальпе тата парнепе хавхалантарни те кăмăла çĕклерĕ.

«Наци кросĕ – 2025» чупу округри кашни ял территори уйрăмĕнчех пысăк активлăхпа иртнĕ, спорт уявне пурĕ 1317 çын хутшăннине шута илнĕ. Çак кăтарту çултан çулах лайăхланса пыни, спорт тусĕсен йышĕ ỹсни Шăмăршă муниципалитет округне чыс-хисеп кỹрет.

Е.ЖОЛОБОВА.



26 сентября 2025
14:51
Поделиться