Вăйăран «вăкăр» ан тухтăрах...
ИРТНĔ хĕллехи пĕр кун редакцие лайăх паллакан ватă çын кĕчĕ. Хăй хытă тарăхнă:
_ Ачасем юр çине нимĕç свастикине ỹкернине асăрхарăм. Аллăмри патакпа пересшĕнччĕ чарусăрсене _ тивертсен полици хамах айăпласран хăрарăм. Тарса пытанчĕç, свастика ỹкерчĕкне урапа таптаса курăнми турăм. Ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те вĕсене фашизм символикин хăрушлăхĕ çинчен каласа ăнлантарман-ши? Тивĕçлĕ канури çын каласа пани мана та пăшăрхантарчĕ, ачасем ашкăннине пирĕн ватă асаттесем: «Вăйăран «вăкăр» тухать», _ тенĕ пулĕччĕç.
«ЛАША пуласси _ тихаран, çын пуласси ачаран паллă», _ тенĕ мĕн ĕлĕкрен ваттисем. Чарусăр ачасем яланах пулнă, çак çитменлĕхре ашшĕпе амăшĕн айăпĕ пысăккине те палăртнă шур сухалсем. Хальхи ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пĕрре те çăмăл мар: кунта ашшĕ-амăшĕ _ шкул çине, шкул ашшĕ-амăшĕ çине йăвантарма тăрăшни те хытă сисĕнет. Çул çитменнисем интернет «серепине» кĕрсе ỹкни вĕсен ăс-тăнне пăтраштарать, çакă экстремизмпа терроризм патне илсе çитерес хăрушлăх та пур. «Ача-ха вăл, пуçĕнче çил вылять», _ тесе хамăра хамăр лăплантарни воспитани ĕçĕнче пысăк сиен кỹрет.
Çакна манмалла мар: 16 çул тултарнисене уголовлă йĕркепе явап тыттарма та пултараççĕ. Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 280-статйинче _ экстремистла ĕç тума чĕннĕшĕн, 280.4-статйинче _ çĕр-шыв хăрушсăрлăхне хирĕçле сас-хура сарнăшăн, 280-статйинче _ урăх наципе тата тĕнпе çыхăннă усал информаци сарнăшăн, 282.4-статйинче нацистла атрибутикăпа символикăна уççăн кăтартнăшăн пысăк штраф тỹлеттерме е ирĕкрен хăтарма палăртнă.
Мĕн-ха вăл экстремистла ĕç? Çакна Федерацин 114-ФЗ № статйинче тĕплĕн ăнлантарса панă. Кунта терроризмпа террорла ĕçе тỹрре кăларса калаçни е çырни те, социаллă, раса, наци е тĕн хирĕçĕвне пуçарса яни те, наци атрибутикипе тата символикипе усă курни те, патшалăх саккунĕсене пурнăçлама чăрмантарни те кĕрет.
Хальхи пурнăçра экстремизм «çамрăкланнине» те курмасăр тăма май çук. Экстремистла организацисем хăйсен йышне çул çитменнисене явăçтарма тăрăшаççĕ: радикал пĕлтерĕшлĕ литература вулама сĕнеççĕ, тĕн сектине хутшăнтараççĕ, преступлени тума хавхалантараççĕ.
Йывăр преступлени тунăшăн саккун 14 çула çитнисене те пуçран шăлса каçармасть. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 205-мĕш (террорла акт), 205.3-мĕш _ (террорла ĕç тума вĕренни), 205.4- мĕш статьян 2-мĕш пайĕнче (террорла сообществăна хутшăннăшăн), 205.5-мĕш статьян 2-мĕш пайĕнче (террорла организаци ĕçне явăçнăшăн), 207- мĕш (терроризм çинчен суйса пĕлтернĕшĕн), 212- мĕш статьян 2-мĕш пайĕнче (массăллă йĕркесĕрлĕхе хутшăннăшăн), 213-мĕш статьян 2-мĕшпе 3-мĕш пайĕнче (хулиганла йывăр ĕç туни) уçăмлă каланă. Практика кăтартса панă тăрăх, терроризмпа экстремизм «серепине» уйрăмах 14-22 çулхи çамрăксем çакланаççĕ.
Акă пĕр тĕслĕх çеç илер. Кăçал Федераци Хăрушсăрлăх Службин (ФСБ) чăваш республикинчи Управленийĕн сотрудникĕсем Шупашкарта пурăнакан 14 çулхи çамрăка диверси ĕçне хутшăнтарма тăрăшнине тупса палăртнă. Украинăн ятарлă службин представителĕсем соцсетьри юриех «хĕрачасем» тесе йĕркеленĕ аккаунт урлă çак арçын ача патне тухнă, унпа çыхăну йĕркеленĕ. Каярахпа, çемйине вĕлерессипе хăратса, çамрăк çынна оборона объектне сăн ỹкерме хушнă. Ашшĕ-амăшĕ, ача хăйне хăй тыткаланинче пысăк улшăну пулнине сиссе, право йĕркине сыхлакан органсене пĕлтернĕ.
Çак акцие хутшăннă çул çитмен çамрăка уголовлă йĕркепе айăплама _ шпионажшăн е диверсишĕн явап тыттарма пултаратчĕç. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене сетьри пач палламан çынсемпе хутшăнни хăрушă пулни çинчен ас тутарсах тăмалла, право йĕркине сыхлакан органсемпе тачă çыхăну тытмалла.
Террорла хирĕçле комисси ларăвĕнче _ ăна чăваш республикин Пуçлăхĕ ирттернĕ _ Олег Николаев çамрăксем хушшинче профилактика ĕçне туса пырасси çине чи пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.
Çак тĕллевпех Чăваш Республикинче çамрăксен социаллă сечĕсен мониторингне йĕркеленĕ, ун тăрăх адреслă профилактика ĕçне туса пыма тытăннă. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсем воспитани ĕçĕн планне çамрăксенче патриотизм туйăмне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ, терроризма, экстремизма тата неонацизма хирĕçле профилактика ĕçне вăйлатса пыраççĕ. Çак ĕçе мĕнле йĕркеленине сентябрь пуçламăшĕнче шкулсенче ирттернĕ «Антитеррор» вĕренỹ лайăх çирĕплетсе пачĕ.
ИВ.САЛАНДАЕВ.