Вăрманçăсем яланах сыхă
СЕНТЯБРЬ уйăхĕпе пыратпăр пулин те, вăрманта вуткăвар тухас хăрушлăх пĕтмен-ха. Типĕ çулçăпа мăк пушар хăрушлăхне ỹстереççĕ. Вăрманçăсем сыхă тăнипе, кăçал Шăмăршă лесничествинче пысăк инкек пулманпа пĕрех. Чăнах та, апрелĕн 29-мĕшĕнче _ аçа çапнипе 1,1 гектар çинчи вăрмана вут хыпса илнĕ, телее, пушара çийĕнчех сỹнтерме пултарнă.
Пушар хăрушлăхĕ уйрăмах пысăк сезон вăхăтĕнче Шăмăршă лесничествинче вут-кăварпа кĕрешекен I тата II типлă икĕ станци йĕркеленĕ. Вăрмана патрульлесе тăма мобильлĕ ушкăнсем хутшăнаççĕ. Пушар хăрушлăхĕ пирки халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлă сарса янă, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра статьясем пичетленĕ.
Чукал участок лесничествинче Хайретдинова уйрăм предприниматель пушара хирĕç кĕрешмелли тĕрлĕ инвентарь вырнаçтарни те вут-кăвартан сыхă тăма пулăшать.