Вут-кăвар _ хăрушă

РЕСПУБЛИКĂРА иртнĕ эрнере пĕр талăкра икĕ мунча _ Шупашкар округĕнчи Сатиркасси ялĕнче тата Шупашкарти Калинин районĕнче _ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Шупашкарта вут-çулăм пурăнакан çурта та тивме тытăннă, МчС сотрудникĕсем çеç çăлса хăварнă. Кăçал кăмака юрăхсăррине пула республикăра 120 пушар тухнă, вутра 3 çын вилнĕ, 2 çын хытă сиенленнĕ. Граждансем: _ юсавсăр кăмакапа усă ан курăр; _ кăмака хутнă чух бензинпа е хăвăрт тивекен ытти шĕвекпе усă курма юрамасть; _ кăмака хутнă чух килтен тухса ан çỹрĕр, çунакан кăмакана асăрхасах тăрăр; _ кăмака хутма ачасене тата аран-аран çỹрекен ватăсене ан шанăр.

 В.МАСЛЕННИКОВ, Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕ.



26 сентября 2025
14:13
Поделиться