Ĕмĕр пурăнмашкăн
ВАЛЕРИЙ СИДОРОВ... Республикипех паллă ят. Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕскер, вăл пĕтĕм пурнăçне йĕрке хуралĕпе çыхăнтарнă. Милици майорĕ 2005-çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче Чечня Республикинче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă. Валерий Николаевича «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă (вилнĕ хыççăн).
Ентешĕмĕре асăнса çулсерен республика шайĕнче волейбол турнирĕ иртет. Кăçал ăна иртнĕ шăматкун, 19-мĕш хут, йĕркелерĕç. Палăртни вырăнлă, маларах МВД ĕçченне халалласа регион шайĕнче авточупу ирттерчĕç. Унта МВД ветеранĕсем хутшăнчĕç.
... Сентябрĕн 20-мĕшĕ. Шăмăршă автостанцийĕ. Шăпах çакăнта Валерий Сидоровăн мăшăрĕ Марина Сергеевна сумлă делегацие кĕтсе илчĕ. Хисеплĕ хăнасен йышĕнче çаксем пулчĕç: Иван Языков _ Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, Олег Еремеев (Анат Чаткас çынни) _ В.Сидоровăн çывăх юлташĕ, спонсор, МВД ветеранĕ, Александр Якимов _ ЧР МВД ветеранĕсен Совечĕн председателĕн çумĕ, Александр Казачков _ ЧР МВД ветеранĕсен Совечĕн председателĕн çумĕ, Юрий Григорьев _ ЧР МВД ветеранĕсен Совечĕн членĕ, Петр Горбунов _ ЧР ГАИ ветеранĕсен Совечĕн председателĕ, Федор Урмаков _ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Степановăн пулăшуçи, Владислав Кудряшов (Кивĕ Шăмăршă) _ В.Степановăн чи çывăх юлташĕ, спонсор, МВД ветеранĕ. Мероприятие Олег Еремеев йĕркелесе пычĕ. Ун пĕлтерĕшне милици майорĕн службăра пĕрле тăнă юлташĕсем, мăшăрĕ Марина Сергеевна, Лилия хĕрĕпе Александр ывăлĕ тата Миша мăнукĕ, аппăшĕ Лидия Николаевна, тетĕшĕ Владимир Николаевич, спортсменсем хутшăнни çĕклерĕ.
Делегаци малтан Валерий Николаевичăн вил тăприйĕ çине, В.Никифоров генерал-майор ячĕллĕ Кану паркĕнчи интернационалла тивĕçе пурнăçланă чух тата çар конфликчĕсенче пуç хунă ентешĕмĕрсене асăнса лартнă стелла умне чĕрĕ чечек хучĕ, самантлăх шăп тăрса пуç тайрĕ. Мероприятин тĕп пайĕ Шăмăршă вăтам шкулĕнче пулчĕ. Вĕренỹ учрежденийĕн Çар мухтавĕн музейĕнче тĕл пулу иртрĕ. Марина Сидорова музейри мăшăрне халалланă «Ĕмĕр пурăнмашкăн çуралнă» стенда çĕннипе улăштарчĕ, малтанхине ЧР МВД ветеранĕсен музейне парнелерĕ.
Спорт залĕнче Асăну турнирне уçрĕç. ЧР ШĔМĕн ветеранĕсен Совечĕн председателĕн çумĕ Александр Якимов, çавăн пекех Шăмăршă округĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, шкул директорĕ Вера Хорькова тухса сăмах каларĕç. Вĕсем шкул выпускникне _ милици майорне Валерий Сидорова аса илчĕç, унăн халăхшăн тунă ырă ĕçĕсем асра иккенне палăртрĕç.
Унтан волейбол турнирĕ пуçланчĕ. Тупăшăва пилĕк команда хутшăнчĕ: Шупашкарти электроаппаратура завочĕн команди, Шăмăршăсен ентешлĕхĕн команди, Шупашкарти ГИБДД ĕçченĕсен команди, Шăмăршă округĕн пĕрлештернĕ команди, Патăрьел округĕн пĕрлештернĕ команди. Малти виçĕ ушкăн 1_3-мĕш вырăнсене пайларĕ. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамоти, асăнмалăх парне тивĕçрĕ. Сăмах май, «Милици майорне В.Н.Сидорова асăнса» сăмахлă футболкăсене Марина Сидорова çулсерен турнир участникĕсене парнелет, хульхинче те командăсем тĕспе уйрăлса тăракан çи-пуçа ун аллинчен илчĕç.
Кăмăллă пулăм, куçса çỹрекен Кубок Тимур Алимов уйрăм предпринимателĕн виçĕ ăмăртура умлăхыçлă çĕнтерме хăват çитернĕ «Шăмăршă» командинчех юлчĕ. Хальхи çĕнтерỹçе вара çĕнĕ Кубок лекрĕ.
ЗИНАИДА СВЕКЛОВА.