Алина Минуллова _ чи лайăх повар!
Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх шкул столовăйĕ _ 2025» конкурсăн регион тапхăрĕ иртнĕ. Ăна ЧР Вĕренỹ министерстви «Чăваш республикин вĕренỹ институчĕ» БУ ДПО пулăшнипе йĕркеленĕ.
Конкурс тĕллевĕ: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче апатланăвăн илĕртỹлĕхне ỹстересси, апат пахалăхне лайăхлатасси. Участниксен ĕçне хакланă чух санитари нормисене пăхăннине, меню тĕрлĕлĕхне, пахалăхлă апат-çимĕçпе усă курнине, апат тутлăлăхне шута илнĕ.
«Шкул столовăйĕнчи чи лайăх повар» номинацире Палтиел вăтам шкулĕн поварĕ Алина Минуллова çĕнтернĕ. Вăл конкурса вир тата рис кĕрписенчен Туслăх пăтти пĕçернĕ саманта ỹкернĕ видео тăратнă. Паллах, вĕри апата хатĕрлемелли рецептпа паллаштарнă, ачасемшĕн блюдо мĕн енĕпе усăллă иккенне ăнлантарнă. Жюри Алина Геннадиевнăн ĕçне чи пысăк хак панă.
Алина Минуллова шкул столовăйĕнче 20 çул ытла вăй хурать. Хăй ĕçне питĕ юратать. Ачасемпе вĕрентекенсем тата кунти техперсонал вăл янтăлакан блюдăсене питĕ кăмăллаççĕ.
Алина Геннадиевнăна пысăк çитĕнỹ тунă ятпа ăшшăн саламлатпăр. Ĕçре малашне те ăнăçу хыççăн ăнăçу тума çирĕп сывлăхпа иксĕлми вăй-хал тата сỹнми хавхалану сунатпăр.
З.Свеклова.