Бахмут кушакĕ...

Йывăр берцыпе утни, снаряд-мина çурăлни, осколок шăхăрни, автомат шатăртатни _ веçех сехĕрлентерет йытă-кушака. Ăçта пытанма май пур _ пирĕн пекех, çавăнта пытанать тăватă ураллă чĕр чун.

Пирĕн отделени 5 хутлă çуртăн путвалĕнче. Талăкĕпех дежурствăра тăрассине йĕркелерĕмĕр, таçтан апат хатĕрлеме плитка, çавăн пекех сĕтел, пукансем, выртса тăма кравать пекки тупăнчĕç.

Хуралта тăнă чух эпĕ мяуклатнине илтрĕм. Çỹп-çап коробкисене куçартăм та кушака асăрхарăм. Выçăпа касăлнăскер, çурма чĕрĕскер... Çăмĕ тăкăннă хăйĕн. Куçĕ... Витĕр пăхакан сенкер куç... Пулăшу ыйтса пăхать.

Кушака туртса кăлартăм та типĕ паекри паштета патăм. Кăштах. Типĕ хăймана ирĕлтертĕм, савăт тупса унта ятăм. Выртмалли туса патăм. Çăмĕ тăкăннă вырăнсене водород перекиçĕпе сĕртĕм. Çывăрма хăвартăм. Тепĕр дежурствăра кушак хăех ман патăма килчĕ. «Кошмар» («Хăрушă тĕлĕк») ят пачĕç тăватă ураллă тусăмăра. Кушак çине куççульсĕр пăхаймастăн. Хăçан-тăр ăна, хитрескере, чуппа туса юратнă ĕнтĕ, тăраниччен çитернĕ. Халĕ... Пуçĕ çинчи çăмĕ çеç вăл сенкер-шурăрах тĕслĕ пулнине пĕлтерет. Хăлхи çинче _ мелке евĕр çăм татки. Ытти _ хăрушă тĕлĕк!

Кошмарăн апат савăчĕ, «кравачĕ» (коробка) пур. Çĕнĕ тусăмăра пĕчĕккĕн çитерсе тăтăмăр. Пире хăнăхрĕ, анчах снаряд вĕçсе килмессерен япаласем хушшине чакаланса кĕрет. Эпĕ Кошмарăн чи çывăх хуçи пулса тăтăм. Хăй те вăл манра инкекрен çăлакана курать ĕнтĕ. Юлташăмсем кушакра кĕсен (лишай) курчĕç. Кошмара апат кăна мар, çын ăшши те çитеймен паллах. Пурăна-киле Кошмар вăй илчĕ, выляма пуçларĕ, çара ỹчĕ илемлĕ çăмпа витĕнчĕ. Пыйтăран ăна мăй çыххи (ошейник) упрарĕ. Путвалта яланах манпа пĕрле çỹрерĕ Кошмар. Шăшипе йĕке хỹре нумай кунта. Апат-çимĕçе кăна мар, пирĕн япаласене, медикаментсене, кабеле кăшлаççĕ. Вĕсене тытма та вĕренчĕ хайхи. Кăшлакан чĕр чун вилли хăш чухне икшер-виçшер те курăнатчĕ. Хамăр та мур хурса кĕрешеттĕмĕр «диверсантсемпе».

Пĕррехинче Кошмар чирлесе ỹкрĕ. Ирхине пулчĕ ку. Те наркăмăшланнă вăл, те йĕке хỹре çыртса илнĕ ăна... Кушак çимерĕ, вăйсăрланчĕ, хускалмарĕ. Кăнтăр апачĕ тĕлне ... вилсе выртрĕ.

Кошмар манпа пĕрле, чун-чĕремре. Тăватă ураллă тусăм асăмран тухмасть. Манран: «Мĕнле унта _ Бахмутра?» _ тесе ыйтсан эпĕ яланах Бахмутри Кошмар пирки каласа паратăп.

Дымок.



03 октября 2025
11:44
Поделиться