Финанс пĕлĕвне кĕнеке вуласа илĕпĕр

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн тĕп библиотекине Шупашкартан финанс пĕлĕвне паракан 79 экземпляр кĕнеке _ пурĕ 55896 тенкĕлĕх _ килнĕ. Çак литературăна Чăваш Республикин Наци библиотеки туянса панă.

Финанс пĕлĕвне паракан литература йышĕнче _ Екатерина Гончаровăн, Павел Волковăн, Людмила Ярухинăн, Инна Филатовăн тата ытти авторăн интереслĕ кĕнекисем. Вĕсене вуласан эпир перекетлĕ пурăнма, укçа-тенке вырăнлă тăкаклама, бизнес-план хатĕрлеме вĕренĕпĕр.



03 октября 2025
16:19
Поделиться