Ылтăн кĕркуннен «ылтăнĕсем» е «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат вун-вун çынна спорта юратма вĕрентни çинчен

Ылтăн кĕркуннен «ылтăнĕсем» е «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат вун-вун çынна спорта юратма вĕрентни çинчен

ВАТТИ ТЕ, вĕтти те ăмăртрĕ иртнĕ эрнекун Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн стадионĕнче. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парнисемшĕн тата Раççей Журналистсен союзĕн членне Герман Ларшников-Пэхете асăнса ирттерекен çăмăл атлетсен эстафети вун-вун çынна пуçтарчĕ.

«Ахаль ăмăртура мала тухнине _ вунă çын пĕлет, район хаçачĕ ирттерекен ăмăртура çĕнтернине вунă пин çын пĕлет», _ çапла калатчĕ пирĕн ватă редактор Кузьма Семенович Смирнов иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче.

Çак сăмахсен хакĕ паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ ирттерекен çăмăл атлетсен эстафети округ пурнăçĕнче чăн-чăн спорт уявĕ пек палăртса тăрать.

Стадиона килейменнисем хаçат вуласа эстафета мĕнле иртни çинчен пĕлеççĕ, çĕнтерỹçĕсене ăшшăн саламлаççĕ, мала тухнисене хаклă парнепе чыслани пирки пĕлсен килес çул ăмăртăва хутшăнма тăрăшаççĕ.

ЧИ ĂШĂ СĂМАХ _ ГЕРМАН НИКОЛАЕВИЧА АСĂНСА

ПУРĂННĂ пулсан, Герман Николаевич Ларшников-Пэхет кăçал 70 çул тултармаллаччĕ. Шел, йывăр чир ăна пурнăçран ытла та ир уйăрчĕ, унăн нумай-нумай çутă ĕмĕтне çапса хуçрĕ.

Герман Николаевич _ хастар журналист кăна мар, пултаруллă педагог та, таврапĕлỹçĕ те, музыкант та пулнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Владимир Бараев-Сĕркке ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш халăхĕн наукăпа искусство академийĕн академикĕ хăй хыççăн нихçан манăçми, ĕмĕрне те кивелми ырă ят хăварчĕ.

Герман Николаевич _ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн чи çывăх тусĕсенчен пĕриччĕ, унăн хайлавĕсем чăн малтан райхаçатра тĕнче çути куратчĕç.

Ахальтен мар ĕнтĕ редакци виçĕ çул каялла çăмăл атлетсен эстафетине ирттерме шухăш тытнă чух чăн малтан Герман Николаевича аса илчĕ. Спорта чунтан юратаканскере, хăй те çамрăк чух физкультура учителĕ пулнăскере, Герман Ларшников чи тивĕçлĕ кандидат тесе шутларăмăр. Пирĕн сĕнỹпе Герман Николаевичăн çывăх çыннисем те килĕшрĕç.

Эпир нумай ăмăрту ирттерсе курнă, анчах Герман Николаевичăн çывăх çыннисем пек çак пысăк яваплă ĕç çине чун ăшшипе пăхнине урăх асăрхаман. Тавах вĕсене! Акă паянхи ăмăртăва та Герман Николаевичăн маттур ывăлĕсем Эдуардпа Владислав, юратнă кинĕ Алина тата мĕн пĕчĕкрен ачашласа ỹстернĕ мăнукĕ Настя илем кỹчĕç. Вĕсем эстафета асра юлмалла чаплă ирттĕр тесе укçи-тенкине те, вăхăтне те шеллемен, ăмăрту тăрăшшĕпех редакцин чи çывăх пулăшаканĕсем пулчĕç.

ÇИТĔННИСЕМ ТЕ, ПĔЧĔККИСЕМ ТЕ

ЧУН-ЧĔРЕНЕ хумхантарса Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăранă хыççăн, пухăннисене «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Наталия Ильина, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн округри уйрăмĕн председателĕ Татьяна Матвеева, Васан ял территори уйрăмĕн начальникĕ Ленар Залалтдинов, «Туслăх» спорт шкулĕн директорĕ Павел Макаров, ăмăртăвăн тĕп судйи Сергей Хафизов, Герман Николаевичăн мăнукĕ Анастасия Ларшникова ăшшăн саламларĕç, пурне те ăнăçлă старт тата телейлĕ финиш сунчĕç.

_ Спорт уявĕ лайăх кăмăл-туйăм парнелетĕр, _ терĕ хăйĕн сăмахĕнче Наталия Ильина. _ Чи пĕлтерĕшли _ çĕнтересси мар, чупăва хутшăнасси, сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăласси.

22 команда хутшăнчĕ çăмăл атлетсен эстафетине. Ача сачĕсен командисем хушшинче Шăмăршăри «Ромашка» спортсменĕсем Кубока çĕнсе илчĕç. Спорт çемйисен ăмăртăвĕнче Шăмăршăри Матвеевсене никам та хуса çитеймерĕ. Кубок _ çемье пуçлăхĕн Игорь Феликсовичăн аллинче!

Тĕп шкулсен командисем хушшинче те, вăтам шкулсен командисен йышĕнче те шăмăршăсем чăн малти пулчĕç. Икĕ Кубок та Шăмăршă вăтам шкулĕн спортсменĕсене тивĕçрĕ.

Ял территори уйрăмĕсен командисем хушшинче пуянкассисем Кубок хуçи пулса тăчĕç. Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен тупăшăвĕнче «Туслăх» спорт шкулĕн туслă команди мала тухрĕ. Спорт ветеранĕсем те пурне те ырă тĕслĕх кăтартрĕç: кунта Вячеслав Павлова çитекенни пулмарĕ.

Çапла, ултă Кубок та хăйсен хуçисене тупрĕç. Кубоксăр пуçне, стадион çине ылтăн, кĕмĕл тата бронза медальсен «çумăрĕ» тăкăнчĕ, малтисене хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç.

Малтисене çеç мар, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ытти вырăн йышăннисене те эстафетăна хутшăннăшăн чĕререн тав тумалла. «Вăрман _ тĕрлĕ йывăçпа илемлĕ», _ тенĕ пек, ăмăрту та нумай çын хутшăннипе чаплă. Палтиел, Пăчăрлă Пашьел, Карапай Шăмăршă, Васан шкулĕ- сене те, Васан, Шăмăршă ял территори уйрăмĕсене те, Шăмăршăри «Сказка» ача садне те, Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ музей заведующине Ираида Ефимовăна та, Шăмăршăри Петр Иванов, Елена Матвеева тата ытти ĕç ветеранĕсене те, райадминистраципе Шăмăршăри тĕп больница ĕçченĕсене те эстафетăна йĕркелесе ирттерекенсем пуç тайса тав тăваççĕ.

Шел те, хăш-пĕр шкулпа ял территори уйрăмĕ эстафетăна хутшăнма «вăхăт тупайманни» кăмăла нумай хăварчĕ. Çитес çул ăмăрту участникĕсен йышĕ пысăкрах пуласса шанас килет.

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ тата Г.Н.Ларшников-Пэхет журналист тăванĕсем эстафетăна чи çỹллĕ шайра ирттерессишĕн ăсталăхпа вăй-хала шеллеменшĕн «Туслăх» спорт шкулĕн коллективне, çавăн пекех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне, ăмăртăвăн тĕп судйине Сергей Хафизова чĕререн тав тăваççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



03 октября 2025
15:12
Поделиться