«Кашни салтак пирĕн ăшша туйтăр...»
Çак сăмахпа пуçлатпăр эпир _ Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹ- шĕн!» пуçару ушкăнĕн волонтерĕсем _ хамăрăн ĕç кунне. Эрне хушшинче тунă ĕç-пуç сахал мар. Эпир çыхнă маскировка сеткисен хисепĕ 340-рен те иртрĕ. Çывăх вăхăтра тата 5 хỹтлĕх каррипе 5 хỹтлĕх плащĕ хатĕрлемелле.
Канма таврăннă ентешĕмĕрсенчен пĕрне 2 маскировка сеткипе 4 плащ, 1 мăшăр гетры, апат-çимĕç (çав шутра: Антонина Вашуркина, Елизавета Чернова, çак йĕркесен авторĕ панă ыхра, Владимир Веденеев туса илнĕ пыл), тепĕр салтакăмăра 3 хỹтлĕх плащĕ парса ятăмăр.
Ольга Миронова _ аялти йĕмĕн 5 комплектне, простыньпе минтер питне çĕлесе тата 4 мăшăр нуски туянса пачĕ. Канмалли кунсенче Анастасия Младшева _ 3 покрывало, простынь, 7 минтер пичĕ, Любовь Давыдова 1 аялти йĕм, 2 минтер пичĕ çĕлесе ĕлкĕртрĕç. Çавăн пекех 5 простыньпе 2 минтер пичĕ те хатĕрленĕ. Клавдия Яковлева 8 мăшăр çăм чăлха çыхса янтăларĕ. Елизавета Чернова 5 памперспа 2 пеленка пани те _ хăйне евĕр пулăшу. Ку япаласем çывăх вăхăтра госпитале çитĕç. Çав хушăрах 5 плащпа 4 мăшăр гетры çĕлемешкĕн касса хатĕрлерĕмĕр. Кам _ ĕçпе, кам _ япалапа, кам _ укçан пулăшас тет _ пирĕнпе çак телефонпа çыхăнăр: 89278538481.
В.Еремеева, «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.