Лаш Таяпаран _ ылтăнпа-кĕмĕлпе...

СЕНТЯБРĔН 27-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Самсонова асăнса çăмăл атлетсен турнирĕ иртнĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă округĕсенчен, Тутарстанри Пăва районĕнчен килнĕ 154 спортсмен хутшăннă. Пирĕн округ чысне Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн команди хỹтĕленĕ.

Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршă округĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăннă, кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Егор Елисеев, Карина Полякова тата Кирилл Ларионов _ ылтăн, Кирилл Иванов бронза медаль çĕнсе илнĕ.



03 октября 2025
16:18
Поделиться