«Манăн çулăмсем _ манăн пуянлăх»

ÇĔР çинчи халăх ватăлать. Çавна май, аслă ăру çыннисем çине тимлĕх уйăрас тĕллевпе, кĕрхи иккĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче ваттисене хисеп тăвасси йăлана кĕчĕ. Ылтăн кĕркунне _ ватă çыннăн «пурнăç ылтăнĕ». Ахальтен мар, октябрĕн 1-мĕшĕнче Аслă ăру çыннисен (Ватă çынсен) кунне паллă тăватпăр.

ООНăн Генеральнăй Ассамблейин 45-мĕш сессийĕнче (1990-çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче) Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне ирттерме сĕннĕ. 1991-çултан вара октябрĕн 1-мĕшĕнче çак ятпа уяв йĕркелесси пуçланнă. Раççейре ку традици 1992-çулта вăя кĕнĕ. Пирĕн çĕр-шывăмăрта çак уявăн пĕлтерĕшĕ анлă. Пĕр-пĕрне телефонпа шăнкăравласа саламласси, ĕç коллективĕсенче ветерансене чĕнсе чысласси, аслă ăру çыннисене тỹлевсĕр экскурсие, выставкăна илсе каясси, концерт кăтартасси т.ыт.те, çавăн пекех социаллă учрежденире пурăнакансене тивĕçлĕ пулăшу парасси _ çирĕп йăлара. Пĕр сăмахпа, ватлăх анинчи çынсем çине тимлĕх уйăрасси, вĕсен кăмăлне çĕклесси _ тĕп вырăнта.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче аслă ăру çыннисене Шăмăршă муниципалитет округĕнче те тивĕçлипе чысларĕç. Кашни ял территори уйрăмĕнчех тивĕçлĕ канури çынсене чĕнсе саламларĕç, концертпа савăнтарчĕç, чейпе хăналарĕç. Çавăн пекех округри организаци-учреждени коллективĕсем те ветерансене паллă датăпа саламларĕç.

Шăмăршăри Халăха социаллă пулăшу паракан центрта та чăн-чăн уяв пулчĕ. Кунта пурăнакан ватăсен кăмăлне Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн воспитанникĕсем юрă-ташă-сăвăпа çĕклентерчĕç. Гелия Хамдеева волонтер шăрантарнă тутар юррисем, чун-чĕререн шăранса тухнă салам сăмахĕ, вăл кỹнĕ парнесем, хăй хатĕрленĕ пуян сĕтел уявлăх туйăмĕ парнелерĕ. Гелия Керимулловна Палтиел ял территори уйрăмĕнчи ватăсене те савăнтарчĕ.

Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕн ĕçченĕсем вара, килĕрен çỹресе, Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн çыннисене саламларĕç, чечек çыххи парнелерĕç.

... Аслă ăру çыннисене пирĕн уявра çеç мар, ахаль чухне те тимлĕхре тытмалла. Вĕсен ĕмĕрне ăшă сăмахпа, тивĕçлĕ пулăшупа тăсмалла. Ваттисем хăй вăхăтĕнче общество пурнăçĕн аталанăвне тỹпе хывнă, тĕрлĕ çĕрте вăй хурса халăх хуçалăхне тĕреклетнĕ, ача-пăча çуратса çĕр-шыва юрăхлă гражданинсем çитĕнтернĕ. Эпир _ вĕсен умĕнче татăлми парăмра. Хисеплер, упрар, пулăшар аслă ăру çыннисене...

Наталия Ильина.



03 октября 2025
17:35
Поделиться