Паттăрпа мăнаçланатпăр

Паттăрпа мăнаçланатпăр

Çак кунсенче Васан ялĕнче кунта çуралса ỹснĕ Николай Тихонов гварди ефрейторпа тĕл пулу иртрĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн 8-класс вĕренекенĕсем ятарлă çар операцийĕн участникĕпе курса калаçрĕç. Калаçу Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕç _ ăна хỹтĕлесси çинчен пычĕ.

Çапăçури паттăрлăхшăн гварди ефрейтор 2-степеньлĕ «Хăюлăхшăн» медале тата Жуков медальне тивĕçнĕ. Ентешĕмĕрĕн патриотизмĕ çамрăксен чунне витерчĕ.

Мероприятие Васан ял территори уйрăмĕн начальникĕ Ленар Залалтдинов, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина хутшăнни ун пĕлтерĕшне ỹстерчĕ.

О.Ичанкина.



03 октября 2025
11:42
Поделиться