Предприниматель пулас килет-и?
ÇАПЛА, предприниматель ĕçне пуçăнма та, килти хушма хуçалăха тытса пыма та малтанхи укçа-тенкĕ пулăшăвĕ кирлĕ. Ку тĕлĕшпе сахал тупăш илекен граждансемшĕн социаллă контракт йĕркелесе патшалăх пулăшăвне илни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Шăмăршă муниципалитет округĕнче кăçал социаллă контракт йĕркеленĕ 197 çын пурĕ 44999,9 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвне илнĕ. Вĕсенчен 16-ĕшĕ _ ĕç шыранă чух укçа-тенкĕпе пулăшнипе, 61-ĕшĕ _ уйрăм предпринимательлĕх ĕçне пуçăннипе, 109-ĕшĕ _ килти хушма хуçалăх йĕркеленипе тата 1 контракт ытти мероприятипе çыхăннă.
Çак кунсенче округ администрацийĕнчи ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕ социаллă контрактпа пулăшу ыйтнă тата 13 заявление пăхса тухнă. Заявленисем уйрăм предпринимательлĕх ĕçне тата килти хушма хуçалăха йĕркелессипе çыхăннă.
Çакна палăртмалла: уйрăм предпринимательлĕх ĕçне пуçăнмашкăн социаллă контракт йĕркелекенсене 350 пин тенкĕ таран патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Ку енĕпе социаллă контракта 12 уйăх таран тума май пур. Укçа парса пулăшнисĕр пуçне, ятарлă хăнăху илмешкĕн вĕрентеççĕ те. Виçĕ уйăх вĕреннĕшĕн 30 пин тенкĕ таран укçа парса пулăшаççĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.