Пĕрле _ малалла!
Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă
СЕНТЯБРĔН 26-мĕшĕнче Шупашкарта Олег Алексеевич Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа савăнăçлă церемони иртнĕ. Церемоние РФ Президенчĕн Атăл çи федераци округĕнчи полномочнăй представителĕ Игорь Комаров, Раççей Федерацийĕн Совечĕн членĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан федераци органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, обществăпа тĕн организацийĕсен ертỹçисем, бизнеспа сообщество представителĕсем тата массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хутшăннă.
Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров суйлавăн официаллă кăтартăвĕсене пĕлтернĕ. Олег Николаевшăн республикăри суйлавçăсен 67,06 проценчĕ сасăланă. Республикăра пурăнакансен иккĕ-виççĕмĕш пайĕнчен ытларахăшĕ регионăн малаллахи аталанăвĕ тĕрĕс çулпа пырĕ тесе шаннине пĕлтернĕ.
Олег Николаев таса чун-чĕререн халăха, Раççей тата Чăваш Республикин Конституцийĕсене парăннине çирĕплетсе тупа тунă, республикăра пурăнакансен умĕнчи тивĕçне малалла та чыслăн пурнăçласа пырасси çинчен шантарса каланă.
Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çирĕппĕн малалла пырать. Акă кăçалхи январь_август уйăхĕсенче промышленность (100S) тата продукцие ĕçе кĕртекен производство (105S) калăпăшĕ палăрмаллах ỹснĕ. Çур çул хушшинче ял хуçалăх производствин индексĕ 106,4 процентпа танлашнă. Республикăра пурăнмалли çурт-йĕр туса лартасси планпа килĕшỹллĕн пулса пырать, тавар çаврăнăш калăпăшĕ ỹсет, ĕç укçи ỹснипе пĕрлех ĕçсĕрлĕх чакни палăрать.
Пысăк должноçа йышăннă ятпа Олег Николаева РФ Президенчĕн Атăл çи федераци округĕнчи полномочнăй представителĕ Игорь Комаров хĕрỹллĕн саламланă, республика ертỹлĕхĕ умĕнче тăракан пысăк задачăсене палăртнă.
_ Республика ертỹçисем ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пысăк пулăшу параççĕ, çак ĕçе малалла та тимлĕн туса пымалла, _ тенĕ Игорь Комаров. _ Пулăшу майĕсен эффективлăхне ỹстермелле, пĕр çын та пулăшусăр ан юлтăр тесе тăрăшмалла. Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ церемоние Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пыракан пирĕн делегаци те хутшăннă.
Н.ИЛЬИНА.