Çĕр-шывăмăра хỹтĕлеме
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕ тăрăх, 18 çул тултарнă яшсене срочнăй çар службине илмелли кĕрхи тапхăр пуçланчĕ. Вăл октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Кăçал Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çарĕсене 135 пин çамрăка илмелле. Иртнĕ çулхи кĕркунне _ 133 пин, кăçалхи çуркунне 160 пин çын салтак аттине тăхăннă.
Е.Жолобова.