Шкулăн та Президент пур
ПАЛТИЕЛ вăтам шкулĕнче вĕренекенсен пухăвĕнче шкулти вĕренỹ хăй тытăмлăхĕн Президентне суйланă. Ачасем çак пысăк ĕçе Амиль Азизова шаннă. Унăн заместителĕ _ Разиля Бахитова. Чăнах та, Президентăн çăмăл автомашина çук, велосипедпа çеç çỹрет. Апла пулин те, шкул пурнăçне хастар хутшăнма вăй-хал çитерет.