"Шăмăршă вулăсне илме ыйтатпăр"
ИСТОРИ докуменчĕсем Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Шăмăршă вулăсне 1861- çулта йĕркеленине çирĕплетеççĕ. Вулăса 17 ял кĕнĕ: Шăмăршă, Палтиел, Тури Чаткас, Анат Чаткас, Матак, Çĕнĕ Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав, Васан, Хайпăла, Кахăрлă Шăхаль, Пуянкасси, Патирек, Виçпỹрт Шăмăршă, Чăваш Ишли, Ирçе Тĕкки тата Энтĕрьел.
Шăмăршă вулăсĕнчи ялсенче пурĕ 1349 кил-хуçалăх пулнине, вĕсенче 4105 арçынпа 4100 хĕрарăм пурăннине шута илнĕ. 1884-çулта 5 чиркỹпе 5 шкул ĕçленине те кăтартнă. Тĕрĕссипе, ялĕсем 17 мар, 20 пулнă-ха: хальхи Палтиел хăй виçĕ яла _ Палтиел-Уразлеево, Капар çырми çинчи Палтиел тата Матак çырми çинчи Палтиел ялĕсене _ пĕрлештернĕ. Пуянкасси ялĕ документра _ «Степное Буяново», Тури Чаткас _ «Верхние Чепкасы», Анат Чаткас _ Нижние Чепкасы, Николаевское, Шăмăршă «Церковная Шемурша» тесе çырăннă. Мана хальхи Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Матакпа Чăваш Ишли ялĕсене мĕншĕн Шăмăршă вулăсĕн йышне кĕртни интереслентерчĕ. 1626-çулта кунта чиркỹ те туса лартнă вĕт-ха, çак тĕн çурчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕчченех ĕçленĕ. Чиркỹсĕр пуçне Матакра шкул, вак- тĕвек япаласем сутакан лавкка, шыв арманĕпе çил арманĕ, кĕрпе арманĕ пулнă, кĕçнерникунсенче пасар ĕçленĕ.
1861-çулта Матакпа Чăваш Ишли ялĕсене Çĕпрел вулăсĕн йышне кĕртме йышăннă. Анчах та çак икĕ ялта пурăнакансем Пăва уесĕнчи влаçсен шухăшĕпе килĕшмен, Чĕмпĕр губернаторĕ Алексей Иванович Верещагин патне делегаци ярса хăйсене ĕмĕрсем хушши туслă пурăнакан Шăмăршă вулăсне кĕртме ыйтнă. «Сирĕн пата пĕр ыйту (услови): православи тĕнне çирĕп пăхăнса пурăнмалла тата патшалăх налукĕсене йĕркеллĕ тỹлесе пымалла», _ тенĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнин пуçлăхĕ, делегаци кăмăлне хирĕç пулманни çинчен пĕлтерсе (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ (ГА40, Ф-536, оп.1. Д44.л.60).
Матакпа Чăваш Ишли ялĕсем Шăмăршă вулăсĕн йышĕнче 1920-çулчченех _ Тутар Автономи облаçĕпе Чăваш Автономĕ Облаçне йĕркеличченех _ пурăннă. 1921-çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче йышăннă Актпа, Матакпа Чăваш Ишли ялĕсене Шăмăршă вулăсĕнчен илсе Тутар АССРĕн Пăва кантонне кĕртнĕ. Анчах матаксемпе ишлĕсем çак йышăнупа килĕшмен: хальхинче Чĕмпĕрпе Хусана мар, Мускавах вăтăр (!) çынлă делегаци янă. Мускав çак ыйтăва татса пама Чăваш АССРĕпе Тутар АССРĕн пуçлăхĕсене хушнă. 2025- çулхи августăн 27-мĕшĕнчен пуçласа çав çулăн сентябрĕн 3-мĕшĕччен Чăваш АССРĕ йĕркеленĕ комисси (Тутар АССРĕ комисси туса хума килĕшмен _ авт.) Чăваш Ишлипе Матак ялĕсене çĕнĕрен Шăмăршă вулăсне кĕртме йышăннă.
Шел те, матаксемпе ишлĕсен савăнăçĕ нумаях тăсăлман: Тутар АССРĕн ЦИКĕ Мускава çăхав (жалоба) çитерет, хăйĕн тĕллевне Матакпа Чăваш Ишли ялĕсем Чăваш АССРĕнчен «питĕ аякра» вырнаçнă тесе сăлтавлать. ВЦИК Президиумĕ 1925- çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчи Постановленипе Матакпа Чăваш Ишли ялĕсене каялла Тутар АССРне парать.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)