Театр никĕслевçисене асăннă

ÇАК кунсенче Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче профессиллĕ театрпа кинематографи никĕслевçисене асăнса «çавра сĕтел» йĕркеленĕ.

Тĕл пулăва килнисем пирĕн ентешсене _ СССР халăх артистне Валерий Яковлева тата Чăваш Республикин халăх артистне Николай Корчакова чи ырă сăмахпа аса илнĕ. Студентсемпе институт выпускникĕсем Валерий Николаевичпа Николай Васильевичăн пултарулăхĕ çинчен анлă доклад туса панă тата эссе хатĕрленĕ.



03 октября 2025
16:19
Поделиться