Тĕл пулура _ студентсем
Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче асра юлмалли тĕл пулу иртрĕ. 1_11-классем Мускаври тĕн академийĕн студенчĕсемпе тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе яврĕç. Вĕсем: пурнăç пĕлтерĕшĕ, çемьепе юратăвăн обществăри вырăнĕ, туслăхпа тĕрĕслĕхĕн паянхи тĕнчери вырăнĕ. Шăпах çак ăнлавсем çыннăн тĕнче курăмĕпе кăмăл-сипетне уçса параççĕ.Çак тĕл пулу шкулта вĕренекенсене культурăпа тата тĕнпе паллашма, вĕсем пирки хăйсен шухăшне уççăн палăртма пулăшни куç кĕрет. Паллах, çакнашкал калаçу пурнăçри тĕллев, ăс-хакăл хаклăхĕ, кăмăл-сипет пĕлтерĕшĕ пирки шутлама хистет.
Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.