Зинаида Гурьева: «Ют чĕлхесене тăван чĕлхе пек юратса вĕрентрĕм...»
«Учитель мăнаçлăхĕ _ вĕренекенĕсенче, хăй «акнă» «çимĕçсен» ỹсĕмĕнче». Дмитрий Менделеев, вырăссен паллă ученăйĕ-энциклопедисчĕ. «Лайăх учитель _ çурта пек: ыттисене çутă памашкăн хăй ирĕлет», _ тенĕ пĕр паллă мар автор. Ку сăмахăн тĕрĕслĕхĕ куç умĕнче: вăл этемлĕхĕн чи ырă енĕсене ачасенче «акса» вĕсенчен çĕр-шыва юрăхлă çынсем «ỹстерет», Пурнăç çулĕ çине кăларать. Çавна май обществăна ĕçчен те пултаруллă çынсемпе тивĕçтерет.
Çапла, халăхшăн, Çĕр-шывăмăршăн усăллă çын _ специалист, хỹтĕлевçĕ... _ пулмашкăн вĕрентекен вышкайсăр пысăк тỹпе хывать. Пирĕн малашлăхăмăр учитель ăс панинчен нумай килет.
Хайпăлара пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зинаида Гурьева шăпах çỹлерех каланă сăмахсене тивĕçлĕ. Тăватă теçеткене яхăн каялла ĕçлеме пăрахнă пулин те, ун пирки выпускниксем ыррине çеç аса илеççĕ. Пурин те _ пĕр пек сăмах:
_ Питĕ сăпайлă та ĕçченччĕ, хăйĕн предметне _ нимĕç чĕлхине _ питĕ юрататчĕ, пире вĕрентессишĕн чунне паратчĕ.
_ Урокра шăна вĕçни илтĕнетчĕ, пурте ĕçлĕччĕ. Юратнă вĕрентекенĕмĕр сассине хăпартмасăр, лăпкăн, çав хушăра çĕкленỹллĕ кăмăлпа, пире кăсăклантарса, темăна ăнлантаратчĕ. Зинаида Гурьевна маншăн паянхи кунччен ĕмĕтри сăнарăм вырăнĕнче, _ каласа парать шкулăн 1981-мĕш çулхи выпускникĕ, маларах Ульяновск облаçĕнче воспитательте тимленĕ, халĕ Васанти Халăх историпе краеведени музейĕн заведующийĕнче тăрăшакан Ираида Ефимова (Филиппова).
... Ют чĕлхесен вĕрентекенне Зинаида Гурьевăна эпĕ 1986-мĕш çултанпа пĕлетĕп. Мана, тин çеç ЧПУ пĕтернĕ чăваш чĕлхипе литератури учительне, Палтиел вăтам шкулне ĕçлеме ячĕç. Шкул директорĕ Владимир Филиппов ĕçе йышăннă чух мана Зинаида Гурьевна ертсе пынă класпа ĕçлеме сĕнчĕ. Çапла вара, тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекен вĕрентекенрен аллăма 9-мĕш класс куçрĕ. Хăйпе вара мана пилĕк çул хушши юнашар тăрса ĕçлеме телей килсе тухрĕ. Ỹстермесĕрех калатăп: çамрăк специалистшăн (чĕлхеçĕшĕн!) пысăк опытлă вĕрентекен тĕттĕмлĕхри çутă пайăрки пекех пулнă.
... Зинаида Гурьева 1935-çулхи августăн 30-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Красноармейски районне кĕрекен Еншик Чуллă ялĕнче колхозник кил-йышĕнче кун çути курнă. Ашшĕ Гурий Николаевич Николаев 1941-çулта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Пилĕк ачине амăшĕ Пелагея Васильевна Васильева пĕчченех ура çине тăратнă. Уй-хир бригадинче хастарлăх кăтартма та, ачисене ĕçе хăнăхтарса воспитани пама та хăват çитернĕ тăлăх арăм. Зина _ çемьери иккĕмĕш ача _ ытти пĕр тăванĕсемпе туслăхпа пĕрлĕх хакне туйса çитĕннĕ. Ялăн çичĕ çул вĕренмелли шкулне чупнă, пĕчĕкрен çирĕп пĕлỹшĕн çуннă. Унтан Çĕрпỹ районне кĕрекен Метикасси вăтам шкулне çỹренĕ. 1953-çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факуль- тетне çул тытнă. «Нимĕç чĕлхи», «акăлчан чĕлхи» специальноçсене «шĕкĕлченĕ» чăваш хĕрĕ 1958-çулта алла диплом илет. Зинаидăна Патăрьел районĕнчи Алманчă вăтам шкулне яраççĕ. 1961-çулта çамрăк специалист Шăмăршă районĕнчи Пуянкассин сакăр çул вĕренмелли шкулне куçать. 1962_1991-çулсенче Палтиел вăтам шкулĕнче нимĕç тата акăлчан чĕлхисем вĕрентет.
_ Зинаида Гурьевна маншăн чăн-чăн наставник пулчĕ, _ аса илет Палтиел вăтам шкулĕн акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Надежда Чиндарева. _ Урокĕсем _ пурнăç урокĕсемччĕ. Аслă юлташăм нимĕç чĕлхипе (эп ĕçе кĕрсен вăл çак предметпа вĕрентрĕ) тăван чĕлхепе калаçнă пек çăмăл та ансат, пысăк туйăмпа, тĕрĕс те витĕмлĕ пуплетчĕ. Пĕччен, икшерĕн, ушкăнпа ĕçлесси çине тимлĕх уйăратчĕ. Ытти предметпа «3»-пе ĕлкĕрсе пыракансем те кăсăкланатчĕç нимĕç чĕлхипе; чĕрĕкшĕн, çулталăкшăн вĕсен ку предметпа «4» тухатчĕ. Методика вăйлăччĕ: унпа семинарта, уçă урокра пĕр шелсĕр пайланатчĕ. Вĕрентỹ институчĕн ĕçченĕсем те Зинаида Гурьевнăн ĕçĕнчи меслетлĕхне мала хуратчĕç. Ĕçтешĕм ГДРта пулса курнă _ кунта нимĕçсемпе вĕсен чĕлхипе тĕрĕс, ирĕклĕн калаçни пирки пĕртте иккĕленместĕп.
Ĕç маякĕ 1987-çулта Чăваш АССР Учительсен 7-мĕш съездне кайма суйланнă. Вĕренỹ сферинче нумай çул хушши таса чунпа вăй хунăшăн тата ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Зинаида Гурьевăна Шăмăршă район ĕçтăвкомĕн, районти вĕренỹ пайĕн, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл _ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1984).
З.Гурьевăна хăйне, ун вĕренỹ предметне юратса, ют чĕлхе учителĕн кăсăклă та кăткăс профессине суйлакан пулни мăнаçлантарать: Зоя Орлова, Зоя Авксентьева, Зинаида Чекушкина, Зульфия Валиуллова хăйсем мĕне тăраççĕ!
Зинаида Гурьевна общество ĕçне те хастар хутшăнчĕ. Вăл Хайпăла ялĕн суйлав участокĕн комиссийĕн секретарĕн тата председателĕн тивĕçне нумай çул хушши чунтан тăрăшса пурнăçларĕ, агитатор ĕçне пултаруллăн туса пычĕ. Ялта субботник йĕркелесе ирттересси те, çемье çавăракан çамрăксене регистрацилесси те педагогшăн чи яваплă ĕçсенчен пĕрисем пулчĕç. Паллă пулăмсенче, уявсенче _ уйрăмах Çĕнтерỹ кунĕнче _ халăх умĕнче тухса калаçасси, сăмах хăвачĕпе чун-чĕрене хĕмлентересси (хăйне евĕр талант!) Гурьевăра тапса тăчĕç. Ачапа _ ачалла, çамрăкпа _ çамрăкла, ватăпа ватăлла хутшăнасси- калаçасси унăн пурнăç йĕркинче. Ăшă пиллĕх, сăпайлăх, ĕçченлĕх _ чи малтан палăракан паха енсем. Çак енсене хăйĕн ывăлĕ-хĕрĕнче те аталантарнă хастар хĕрарăм. Мăшăрĕпе Анатолий Михайлович Карсаковпа (вăл «Правда» колхозăн ăста зоотехникĕ пулнă; питĕ шел, пурнăçран ытла ир уйрăлса кайнă) пĕрле икĕ ачана пурнăç пилленĕ Зинаида Гурьевна. Геннадий ывăлĕ (питĕ-питĕ шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ вăл) Чăваш ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ, «Россети» ПАОн «Чувашэнерго» филиалĕнче механизаципе транспорт пайне ертсе пынă. Татьяна Шупашкарти коопераци институтĕнчен бухгалтера вĕренсе тухнă. Хăй ĕçĕпе малтан тăван районта тăрăшрĕ, халĕ Шупашкарти пĕр организацире вăй хурать. 90-ри асламăшĕпе кукамăшĕн _ 3 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнук. Вĕсем _ чун йăпатмăшĕ те тĕрекĕ, куç тулли телей.
_ Вĕрентекен _ ĕмĕр тăршшĕпех вĕрентекен, _ тет вăрçă «ачи», ĕç ветеранĕ. _ Шкулта çĕршер ачана ют чĕлхе вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларма тỹпе хыврăм, хамăн ачамсене те тĕрĕс воспитани пама тăрăшрăм. Халĕ мăнукăмсем чăн-чăн çын пулччăр тесе хамран мĕн кирлине тума тăрăшатăп.
Тĕрĕс, вĕрентекен _ ĕмĕр тăршшĕпех вĕрентекен.
Зинаида Свеклова, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.