Вырăнти уйрăма чысланă

Вырăнти уйрăма чысланă

ШУПАШКАРТА «Ял управçи» 2-мĕш республика форумĕ иртнĕ. Ун йĕркелỹçисем _ Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви. Мероприятие ял территори уйрăмĕсене аталантаракан тата çемье хаклăхне çирĕплетекен хĕрарăмсем хутшăннă.

Пĕлтерĕшлĕ форумра Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Шăмăршă муниципалитет округĕн вырăнти уйрăмĕн (ертỹçи _ Татьяна Матвеева) ĕçне лайăх хак панă, «Çемье пулма ăсталăх кирлĕ» («Искусство быть семьей») номинацин Дипломĕпе наградăланă. Çак çитĕнỹ шăмăршăсем çемье традицийĕсене тĕрĕс тытса пынине, общество сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнине çирĕплетет.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Шăмăршă округĕн уйрăмне, ун ертỹçине Татьяна Петровнăна пысăк ỹсĕмпе саламлатпăр, обществăна аталантаракан проектсене пурнăçлассинче малашне те çĕнтерỹсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Е.ЖОЛОБОВА.



10 октября 2025
11:17
Поделиться