Алефтина Лукианова: «Эп _ хĕрарăм! Йывăрлăха нихçан та парăнмарăм...»
ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ĕçчен те пултаруллă хĕрарăмсем пурăнаççĕ пирĕн хушăмăрта. Çиелти илемпе çеç мар, чун-чĕре пуянлăхĕпе те илĕртеççĕ, чĕкеç чĕлхипе, шăпчăк юррипе, ылтăн алă ăсталăхĕпе тыткăнлаççĕ, вышкайсăр чун çирĕплĕхĕпе тĕлĕнтереççĕ.
Çак сăмахсен чăнлăхне иртнĕ шăматкун Анат Чаткасри Алефтина Лукианова тепĕр хут ĕнентерчĕ. Вăл Патăрьел округĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕн Культура çуртĕнче иртнĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» регионсем хушшинчи конкурсăн (ăна Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне тата Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи çулталăкне халалланă) финалне хутшăнчĕ. Маларах регионсем хушшинчи «Чăваш наци конгресĕ» общество пĕрлешĕвĕ, ЧР Культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви йĕркеленĕ конкурсăн Йĕпреç зонинче ирттернĕ тапхăрĕнче (кун пирки «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн кăçалхи апрелĕн 11-мĕшĕнче тухнă 14-мĕш номерĕнче çырса кăтартнăччĕ) финала тухнăччĕ.
Финалта Алефтина Геннадиевнăпа пĕрле Йĕпреç, Елчĕк округĕн хастар хĕрарăмĕсем тупăшнă. Конкурсра чăваш хĕрарăмĕсем пилĕк енĕпе ăмăртнă. Вĕсем: «Ал ĕç ăстисем. Чăваш улахĕ», «Чăваш апат-çимĕçĕ» (выставка-презентаци тата хăнасене кĕтсе илесси-ăсатса ярасси), «Эпĕ тата ман çемьем» паллаштару, «Тĕпел управçи» (салтак ачине пиллени), «Пултарулăх конкурсĕ».
Пĕлтерĕшлĕ конкурсра Шăмăршă муниципалитет округĕн чысне маларах Анат Чаткас ял библиотекин заведующийĕнче, кунти Культура çурчĕн аккомпаниаторĕнче вăй хунă, Анат Чаткас ял территорийĕн хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ, «Шурăмпуç» фольклор ансамбльне ертсе пынă икĕ ача амăшĕ (СВО участникĕн амăшĕ), икĕ мăнуклă кукамай _ Алефтина Лукианова ирçе хỹтĕленĕ. Алефтина Геннадиевна ăсталăхне жюри пысăк хак панă.
Анат Чаткас кинĕ хăйпе тата çемйипе видеоролик тата автор сăвви урлă паллаштарнă, улах ларнă чух вĕтĕ шăрçаран масмак тунă, çамрăка пил парса салтака ăсатнă йăлана кăтартнă, хăй хатĕрленĕ наци блюдисене _ çăкăр-тăвара, хуплăва, шарккăва, капăртмана, пашалăва, мимĕре, кĕселе, тĕрлĕ кукăле, шăрттана, пăшăхланă кăвакала, кĕселе, мимĕре, йỹçĕтнĕ купăстапа панулмие, тăвараллă çăва, сăрана _ презентациленĕ тата вĕсемпе хăнасене сăйласа юрлаттарнă-ташлаттарнă, ятарлă çар операцийĕн участникĕсене халалланă «Хăçан-ши чарăнĕ вăрçи?» автор юррине баян каласа юрланă. Кивĕ Чукал ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи «Чукал каччисем» ансамбль, Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕ, Ольга Зиновьева, Надежда Лисицына (Анат Чаткас), Татьяна Долгова (Палтиел) пулăшнипе Алефтина Лукианова «Сăваплă анне» номинацире çĕнтернĕ, ЧНК Дипломне тата парнене тивĕçнĕ.
Шăмăршă округĕн чысне çỹллĕ шайра хỹтĕленĕ Алефтина Геннадиевнăна тата ЧНК Шăмăршă округĕнчи уйрăмĕн председательне Александр Сатеева пысăк çĕнтерỹпе чунтан саламлатпăр, «Чукал каччисене», «Шăнкăрава» тата çỹлерех асăннă çыннăмăрсене чĕререн тав тăватпăр. Сывлăхăр _ хурçă пек çирĕп, ăнăçăвăр _ вĕçсĕр тỹпе пек анлă, ăсталăхăр хĕвел пек сỹнми пулччăр сирĕн. Эсир _ пирĕн мăнаçлăхăмăр!
Зинаида Свеклова.