«Асам» асамлăхпа илĕртрĕ
«Шăмăршă округĕн централизациленĕ клубсен системи» АУ çак кунсенче хăй ытамне театр юратакансемпе сценăн çамрăк ăстисене пухрĕ. Кунта шкул театрĕсен «Асам» республика фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ. Кăçал вăл 3-мĕш хут пулчĕ. Фестивале Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне тата Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи çулталăкне халалланă.
Мероприятие 6 шкулăн 60 ытла вĕренекенĕ хутшăнчĕ. Вĕсем Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенчи пулăмсене спектакль урлă кăтартрĕç.
Çамрăк артистсене Шăмăршă муниципалитет округĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи Халăх театрĕн режиссерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Львова, Шăмăршă вăтам шкулĕн ашшĕ-амăшĕн Канашĕн председателĕ Татьяна Матвеева саламларĕç.
«Пĕчĕк формăллă чи лайăх спектакль» номинацире Васан тĕп шкулĕн «Театрум» театрĕ (ертỹçи _ Галина Тимофеева) 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ, 2-мĕш вырăна _ Шăмăршă вăтам шкулĕн «Театр студийĕ» театрĕ (ертỹçи _ Марина Кудрявцева), 3-мĕш вырăна Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн «Театрăн çамрăк тусĕсем» театр (ертỹçи _ Елена Сандрейкина) тухрĕç. «Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ» номинацире _ Васан тĕп шкулĕ, «Чи лайăх музыкăллă театр» номинацире _ Шăмăршă вăтам шкулĕ, «Чи лайăх хĕрача ролĕ» номинацире Васан тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Ева Егорова, «Чи лайăх арçын ача ролĕ» номинацире _ Петр Мандрюков, «Чи лайăх сценографи» номинацире Палтиел вăтам шкулĕ çĕнтерчĕç.
Муниципалитет шайĕнчи фестиваль-конкурс çакна çирĕплетрĕ: шкул ачисен сцена ăсталăхĕ пысăк шайра, кашни артист хăйне евĕр пултаруллă. Апла тăк, шкул театрĕн малашлăхĕ çутă та шанчăклă.
А.Александрова.