Авланмасан йывăр-çке...
ÇЫВĂХАРТСА кăна шутласан та, Шăмăршă округĕн территорийĕнче 30 çул урлă каçнă авланман каччăсем _ 200 çын ытла. Хусахсем хăйне евĕр пурнăçпа пурăнаççĕ. Тепĕр чух çынпа калаçассинчен те пăрăнаççĕ, хĕрсенчен те ютшăнаççĕ. Пирĕн корреспондент тĕрлĕ ялта пулса 30 çул урлă каçнисемпе курса калаçнă.
МИХАИЛ:
_ 23 çула çитсен авланасшăнччĕ, хамăр ял хĕрне илесшĕнччĕ. Анчах ăна анне тиркерĕ: «Ашшĕпе амăшĕ _ кахал, хĕрĕ те вĕсенех хунă ĕнтĕ», _ терĕ. Авланмарăм, унтанпа хĕрпе çỹресе те курман. Халĕ анне авлантарасшăн, анчах хамăн шухăш çук. Тата ялта çамрăксем сахал, ачаллă хĕрарăмсене те качча илнĕ. Çапла ватă аттепе аннене пăхса пурăнатăп.
СЕРГЕЙ:
_ Авланма шутланăччĕ, йĕркеллĕ хĕр тупаймарăм. Хĕрсене пысăк укçа кирлĕ, вĕсем лайăх тумланасшăн, çăмăл автомашинăпа ярăнса çỹресшĕн. Эпĕ вара çак ырлăха тупса параймарăм. Халĕ иномарка та туянтăм, анчах хам ватăлса пыратăп. Тен, кăмăла каякан хĕр _ хамран 5-6 çул кĕçĕнреххине _ тупайсан авланăп та-и?
ВЯЧЕСЛАВ:
_ Ялта хĕр тупма йывăр, пурте тенĕ пекех _ хулара. Уяв вăхăтĕнче е отпуска яла килнисем пирĕн пеккипе калаçсшăн мар, тиркеççĕ. Ирĕксĕрех эрехпе туслашма тытăнтăм. Ỹсĕр çынна çемье кирлех мар. Мускава ĕçлеме кайса килетĕп те, укçа эрех-сăмакун туянсах пĕтет. Пĕлетĕп-ха: кун пек пурăнма юрамасть! Анчах мĕн тумалла _ хам та пĕлместĕп. Халĕ эрех ĕçместĕп-ха, туртмастăп. Тен, пĕр-пĕр хĕрарăмпа паллашайсан çемье çавăрма та май килĕ.
ВАЛЕРИЙ:
_ Эпĕ пĕрре авланса курнă. Килĕштерсе пурăнаймарăмăр, уйрăлма тиврĕ. Хамах айăплă: киле ĕçкелесе килеттĕм, харкашу çĕклеттĕм. Çамрăк хĕрарăм тỹссе пурăнчĕ-пурăнчĕ те пăрахса кайрĕ. Пирĕн ача çук. Çавна пула та арăмпа хирĕçрĕм пулĕ. Ман патăмран кайнă хыççăн хĕрарăм тепре качча тухнă, ача та çуратнă. Эпĕ, ухмахскер, мĕн тери лайăх çынна çухатрăм! «Чавса çывăх та, çыртма çук», _ тенĕ çав ваттисем.
Кăларăма Иван Саландаев хатĕрленĕ.