Баскака та, Канаш паççулккине те çитĕ автоклуб...
ОКТЯБРĔН 16-мĕшĕ Шăмăршă муниципалитет округĕн историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлĕ. «Централизациленĕ клубсен системи» автономи учрежденине, «Культура» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, нумай функциллĕ куçса çỹрекен культура центрĕпе _ автоклубпа тивĕçтернĕ. ПАЗ базинчен кỹнĕ автобусăн хакĕ _ 9 млн та 600 пин.
Автоклубăн ключне илмелли церемонире Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Шăмăршă ял территори уйрăмĕн начальникĕ Андрей Удин, «Централизациленĕ клубсен системи» АУ директорĕ Александр Сатеев, округри культура ĕçченĕсем пулчĕç.
«Волга-мед» ОООн суту-илỹ енĕпе ĕçлекен менеджерĕсем _ Дмитрий Горбунов, Алексей Кузнецов, Евгений Желтов церемони участникĕсен умĕнчех куçса çỹрекен клубăн çирĕп сценипе çивиттине пуçтарса лартрĕç, музыка аппаратурине ĕçлеттерчĕç. Хĕвел куллиллĕ культура ĕçченĕсем вара çĕнĕ сцена çине тухса юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.
Çĕнĕ автобуса çавăн пекех çутă-, сасă-, видеоаппаратура вырнаçтарнă, çавна май кустăрмаллă клуб кинотеатра та çаврăнать. Транспорт çинче дизель-генератор та пур, вăл электроэнергипе тивĕçтерĕ. Автобусра 15 ларкăч, вырăнти артистсемшĕн ку çителĕклĕ.
_ Хальхи пурнăç ыйтăвне кура тунă автоклубпа аякри ял-паççулкка тухса çỹреме питĕ меллĕ пулĕ, _ пĕлтерчĕ автономи учреждени директорĕ Александр Сатеев. _ Пирĕн культура ĕçченĕсем талантлă. Концертпа та, спектакльпе те округри çынсене савăнтарăпăр.
Зинаида Свеклова.
Справка. 2025-çулхи сентябрь тĕлне Чăваш Енре мобильлĕ сцена тата сасă системи вырнаçтарнă нумай функциллĕ куçса çỹрекен 14 культура центрĕ ĕçлет. 2025-çул вĕçлениччен тата 6 автобуса муниципалитетсене çитермелле. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни муниципалитета куçса çỹрекен клубпа тивĕçтерме тĕллев лартнă.