Чаткас пограничникĕсем е «Чикĕ _ шанчăклă çăра» тенине вĕсем тỹрре кăларни çинчен
ШĂМĂРШĂ çĕрĕ çинче çуралса ỹснĕ кашни арçын тенĕ пекех тĕрлĕ вăхăтра Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ. Паян нумайăшĕ пирĕн хушăмăра çук пулин те, вĕсен ырă ячĕ _ халăх асĕнче. Чĕрĕ-сывă пурăнакансем _ пĕр-пĕрне тĕл пулсан _ салтак службине аса илеççĕ, уявсенче Совет Çарĕпе Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене чыс-хисеп тума манмаççĕ. Запасри тата отставкăри воинсем çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани пама хастар хутшăнаççĕ.
Паянхи сăмахăм ман _ Анат Чаткас ял территори уйрăмĕнчен çĕр-шывăмăрти Пограничник çарĕнче службăра тăнă ентешĕмĕрсем çинчен. Вĕсем «Граница _ на замке» («Чикĕ _ шанчăклă çăра») каларăша таса чунпа тỹрре кăларнă.
ПĔР ТĂВАН ТИХОНОВСЕМ
АНАТ ЧАТКАС ялĕнчи Анатолипе Валерий Тихоновсем иккĕшĕ те «Пограничник çарĕн отличникĕ» ята илме тивĕçнĕ, Анатолие çак хисеплĕ паллăн I- тата II-степенĕпе те чысланă. Анатолин «Совет çарĕн отличникĕ» паллă та пур.
Анатолий Маркович 1952-çулта çуралнă, ялти шкулта тата Палтиел вăтам шкулĕнче пĕлỹ илнĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче тата шкултан вĕренсе тухсан тăван «Восход» колхозра комбайнера пулăшаканĕ пулса тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ.
Эпĕ _ Анатолипе пĕр çулхискер _ ун чухнехи ачалăхпа çамрăклăх мĕнле иртнине, пирĕн вăхăтрисен кĕпе аçлăкне хĕрỹ ĕçри вĕри тăвар каснине лайăх ас тăватăп. Эпĕ те _ Анатолий пекех _ комбайнер помощникĕ пулнă, «хир карапĕ» умĕнче алла сенĕк тытса выртнă паккуса çĕклесе çỹренĕ, каçхине _ чикан ачи пек хуп-хураскер _ çав тери ывăнса киле таврăннă та, çинĕ-çименех, вилнĕ пек çывăрса кайнă. Ирхине каллех техника паркне _ хамăрăн комбайн патне васканă.
Анатолий Тихонова 1970-çулхи кĕркунне _ вырма ĕçĕ вĕçленсенех _ Совет Çарне кайма повестка панă, чăваш каччи Пограничник çарне лекнишĕн çав тери савăннă. Мĕн ачаран чикĕ хуралçи пулма ĕмĕтленни тинех пурнăçланнă.
Служба Хĕвел анăç пограничник округĕнче _ Гродна погранотрядĕнче пуçланнă. 22-мĕш заставăра чикĕ сыхланă. 1971-çулхи апрель_август уйăхĕсенче хастар çамрăк сержантсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. Анатолий Тихонов кĕçĕн сержанта ун чухнехи Киев округĕнче вырнаçнă штаб çумĕнчи комендант взвочĕн командирĕн заместителĕ пулма çирĕплетнĕ. Спортра та, çар ĕçĕнче те яланах малта пулнă чăваш каччи. 1972-çулхи декабрь уйăхĕнче тăван яла аслă сержант званийĕпе таврăннă.
Совет Çарĕнчи служба хыççăн Анатолий Тихонов Ульяновск хулинчи автозаводра газоэлектросварщика вĕренсе тухнă. 1974-çулта Мускав облаçне куçса кайнă. «Особстрой» трестри 6-мĕш СМУра, Подольск хулинчи Силикатненский заводра газоэлектросварщикра тата электросварщикра вăй хунă. Чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн Анатолий Марковичăн сăн ỹкерчĕкне Жуковский хулин Хисеп хăмине кĕртнĕ, ăна «11-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăсемпе, Мособлстрой Хисеп грамотипе хавхалантарнă. Хăйĕн ăсталăхне ỹстерсех пынă май Анатолий Тихонов Подольск хулинчи строитель техникумĕнчен те вĕренсе тухнă. Алла диплом илсенех ăна 1-мĕш цех начальникĕ пулма шаннă. Заводра 37 çул ĕçлесе механика цехĕн начальникĕ, унтан тимĕр-бетон конструкцисен цехĕн начальникĕ таран çĕкленнĕ. Анатолий Марковича Строительство министерствин тата «Центрожелезобетон» ОАО Хисеп грамотисемпе, «Мускав хули 850 çул тултарнă ятпа» медальпе чысланă.
Анат Чаткас пограничникĕ тăван Шăмăршă районне пысăк пулăшу панине те палăртса хăвармалла. 1988_1990-çулсенче Анатолий Маркович «Восход» тата «Правда» колхозсем валли Чаткас çырми урлă кĕпер хывма 12 метр тăршшĕ темиçе тимĕр-бетон издели тупса панă. Çак ырă ĕçшĕн ял çыннисем паян кун та Анатолий Тихонова чĕререн тав тăваççĕ.
Тихоновсен çемйинчен тухнă тепĕр пограничник _ 1956-çулта çуралнă Валерий Маркович. Вăл та тетĕшĕ пекех тăван ялта тата Палтиел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Малалла Канашри СПТУра электромонтер специальноçне илнĕ, Совет Çарне службăна кайичченех тăван «Восход» колхозра электрикра вăй хунă.
1974-çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче _ шăпах комсомол çуралнă кун _ Валерий Тихонов комсомолеца салтака кайма повестка параççĕ. Чăваш каччи Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Пограничник çарĕнче службăра тăрать. Салтак тивĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн чикĕ сыхлавçине II-степень «Пограничник çарĕсен отличникĕ» паллăпа чыслаççĕ.
Çартан таврăнсан Валерий Тихонов Çĕрпỹри совхозтехникумран вĕренсе тухнă. Шăмăршăри «Сельхозтехника» предприятире _ инженер-технологра, «Восход» колхозра трактор бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. Валерий Марковича «Раççей ФСБ пограничник служби 95-çул тултарнă ятпа» тата «Чикĕ хĕрринчи службăра тăнăшăн» медальсемпе хавхалантарнă. Питĕ шел, 2020-çулхи августăн 28-мĕшĕнче Валерий Марковичăн та пурнăçĕ сасартăк татăлнă. Тихонов пограничниксен ырă ячĕ ял-йыш асĕнче яланах упранĕ.
КПП «ХУÇИ»
ÇАРТИ чаçре контрольпе пропуск пункчĕ _ КПП _ чи яваплă вырăн шутланать. Çирĕп тĕрĕслỹ витĕр тухмасăр пĕр çын та çар объектне кĕме пултараймасть. КППра тăма чи шанчăклă салтаксене çеç шанаççĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчи Триер паççулккинче çуралса ỹснĕ (халĕ çак пĕчĕк ял çĕр çинче çук ĕнтĕ _ авт.) Анатолий Козлов пограничник 1980_1982-çулсенче Мускаври «Шереметьево-2» аэропортри КППра службăра тăнă. Аэропорта пыракан тата кунтан вĕçсе каякан кашни пассажирах тĕрĕсленĕ, уйрăмах багажпа хытă интересленнĕ.
Ним пытармалли те çук: çĕр çинче ăнман чунлă çын та чылай-ха. Вĕсем террорла ĕç те тума пултараççĕ. Анатолий Николаевич тĕрĕслỹ вăхăтĕнче багажра илсе кайма юраман груз _ çав шутра хĕç-пăшал та _ тупса палăртнă, çак тимлĕхшĕн командир тавне тивĕçнĕ.
Икĕ çул салтак службинче тăнă хыççăн Анатолий Козлов Шупашкарти трактор заводне ĕçе вырнаçнă. Каярахпа нумай çул Çĕнĕ Шупашкарти «Ольдеевский» агрофирмăра вăй хунă. Халĕ Чăваш Республикинчи строительство объекчĕсенче тăрăшать.
«ФУТБОЛ ВĂЙЙИНЧЕ ÇĔНТЕРСЕН _ ПĔР МАШИНА АРПУС ...»
АНАТ ЧАТКАС ял территори уйрăмĕнчи тепĕр пограничник _ Вячеслав Зиновьев _ 1966-çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пĕчĕкренех «Восход» колхоз садĕнче ĕçе хăнăхнă. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне ял ачисемпе пĕрле çум çумланă, помидорпа хăяра шăварнă.
Анат Чаткас вăтам шкулĕнче Вячеслав чи хастар ачасенчен пĕри пулнă: тăрăшса вĕреннĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, уйрăмах футбол вăййине юратнă.
1984-çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Вячеслав Зиновьева салтака илеççĕ, Пограничник çарĕнче службăра тăма пуçлать. Совет Союзĕпе Иран чиккинче _ Туркменистанра _ Хĕрлĕ Ялавлă Вăтам Ази пограничник округĕнче салтак тивĕçне пурнăçлать. Кара-Калинский погранотрядра вĕренỹ курсĕ иртнĕ хыççăн чăваш каччине 12-мĕш заставăна яраççĕ. Туллă-сăртлă вырăнта пограничниксен утлă отрячĕ çеç çỹреме пултарнă. Ачаран колхозра юлан утпа çỹреме хăнăхнă Вячеславшăн службăна хăнăхма йывăр пулман.
_ Вырсарникунсенче вырăнти халăхпа _ туркменсемпе _ футболла выляттăмăр, _ кула-кула аса илетчĕ Вячеслав Алексеевич. _ Пирĕн замполит футбол вăййине çав тери юрататчĕ.Енчен те эпир вăйăра туркменсене выляса ярсан _ марш-бросок чуптаратчĕ. Выляса илсен вара пĕр автомашина арпуспа дыня илсе килсе хăна тăватчĕ.
Заставăра пĕр çул хушши службăра тăнă хыççăн Вячеслав Зиновьева сержант шкулне вĕренме яраççĕ. Кунта вăл ялти шкулта пĕр класра пĕлỹ илнĕ Олег Кузьминпа пĕрле вĕренет. Вĕсем пĕр кунта салтака кайнă, çартан та пĕр кунрах таврăннă.
Çар шкулне пĕтерсен Вячеслав Зиновьева кĕçĕн сержант званине параççĕ, хăйсен чаçнех яраççĕ. Чăваш каччи заставăри пĕрремĕш отделени командирĕ пулса тăрать, пограничниксен нарядĕнче асли пулса дежурствăна тухать.
Çур çултан Вячеслав сержант званине илме тивĕçет.
_ Служба _ çăмăл пулмасан та _ питĕ интереслĕччĕ, _ каласа паратчĕ запасри пограничник. _ Йĕри-тавра _ пуш хир, пĕр йывăçпа тĕм те çук. Ĕçмелли шыва та инçетрен турттарса килнĕ. Çапах та аптăрамастăмăр, чикĕ урлă никама та каçарман.
Çартан 1987-çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче таврăнать те Вячеслав Зиновьев «Восход» колхозра ĕçлеме пуçлать. Малалла вĕренес тĕллевпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне кайса кĕрет. Кунтан вăл «Вырăс чĕлхипе литератури преподавателĕ» специальность илсе тухать, тăван шкулта ачасене вĕрентме пуçлать.
Вячеслав Алексеевич хăйĕнпе пĕр заставăра службăра тăнă ентешсемпе _ Кивĕ Чукал тата Карапай Шăмăршă çыннисемпе _ тачă çыхăну тытнă. Пограничниксен пĕрлĕхĕ _ çирĕп, вĕсем çарпа патриотизм ĕçне те хастар хутшăннă.
«ПАЯН ТА ХАМА САЛТАКРИ ПЕК ТУЯТĂП »
Анат Чаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ Петр Майоров 1994_1996-çулсенче Байкал леш енчи пограничник округĕнче службăра тăнă.
Çара кайиччен вăл Канашри ДОСААФ шкулĕнчен водителе вĕренсе тухнă. Салтакра сержант шкулĕнче пĕлỹ илнĕ, кĕçĕн сержант званийĕпе службăна малалла тăснă.
_ Мана «Куладжа» текен 13-мĕш заставăна ячĕç, _ каласа парать паян Петр Анатольевич. _ ГАЗ-66 автомашинăпа 500 километра марш-бросок туни паян та асра.
Эпир Китай чикки патĕнче службăра тăтăмăр. Пирĕн- пе туслă çĕр-шыв пулин те, чикĕ пăсакансем тупăнасран яланах сыхă тăнă. Паян та заставăри юлташсене аса илетĕп, тĕлĕкре хама салтакри пек туятăп.
Çартан Петр Майоров сержант пакунĕсемпе таврăннă. Малтан кỹршĕллĕ колхозра водительте ĕçленĕ, унтан Мускаври стройкăра тăрăшнă. 2018-çулта Анат Чаткас ял территори уйрăмĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян Петр Анатольевич _ округра чи ăнăçлă ĕçлекен фермерсенчен пĕри. Ĕнерхи пограничник мирлĕ ĕçре те ырă тĕслĕх кăтартать.
ЛĂПКĂ ОКЕАН ХĔРРИНЧИ ЗАСТАВĂРА
КАНАШ хулинче ДОСААФ шкулне пĕтернĕ хыççăн Анат Чаткас çамрăкĕ Федор Петров пĕр хушă тăван ялĕнчи «Восход» колхозра водительте ĕçлет. 1995- çулхи май уйăхĕнче ăна Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен службине _ Пограничник çарне илеççĕ. Федор Петровăн служби Хĕрлĕ Ялавлă Лăпкă океан пограничник округĕнче иртет.
Находка хулинче çар ĕçне вĕрентнĕ хыççăн ăна 18-мĕш погранзаставăна яраççĕ. Çак заставăра Федор икĕ çул «пограничник пăттине» çиет.
Тинĕс пограничникĕн служби тип çĕр çинчи пограничниксеннинчен уйрăмрах. Лăпкă океанра катерпа çилтен те хăвăртрах çỹрени те, чикĕ пăсакансене хăваласа тытни те асран тухмасть. Федор Петрович Петров рядовой нихăçан та чăваш ятне яман, заставăри чи лайăх пограничниксен шутĕнче пулнă.
Икĕ çул хушши çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Федор заставăпа салхуллăн сыв пуллашнă, вĕçĕ- хĕррисĕр океан ăна паян та тĕлĕкре курăнать.
Çартан таврăнсан Федор Петрович Çурçĕре тухса каять, Ханты-Мансийск автономи округĕнче ĕçлеме пуçлать.
ЗАСТАВА СТАРШИНИ ОЛЕГ ЕРЕМЕЕВ
МĔН ачаран çирĕп вăй-халлă пулнă Олег: ял çеремĕ çинче те, Шăмăршă Акатуйĕнче те кĕрешсе мала тухнă.
Анат Чаткас вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Олег Еремеев пĕр хушă «Восход» колхозра вăй хунă. 1985-çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче ăна СССР Хĕç- пăшаллă Вăйĕсене службăна илнĕ.
_ Хама пограничник çарне яма ыйтрăм та, военкоматрисем хирĕç пулмарĕç, _ каласа парать паян Олег Васильевич. _ Чикĕ сыхлавçи пулма ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ. 1985_1987-çулсенче Хĕрлĕ Ялавлă Инçет Хĕвел тухăç пограничник округĕнче, Хабаровск погранотрядĕнче службăра тăтăм. Çамрăк боец хăнăхăвне отрядрах иртрĕм, унтан мана Биробиджан çар чаçĕнчи сержант шкулне вĕренме ячĕç. Сержант шкулĕ хыççăн «Чирки» погранзаставăра Совет Союзĕн чиккине сыхлама пуçăнтăм. Мана застава старшини пулма çирĕплетрĕç.
«Чирки» застава Уссури юхан шывĕн хĕрринче вырнаçнă пулнă. Чикĕ юхан шыв фарватерĕпе иртнĕ. Застава старшини Олег Еремеев палăртнă маршрутпа дозора çỹренĕ, çĕрлехи вăхăтра пограничниксен нарядне тĕрĕсленĕ. Нарядăн аслă пограничникĕ пулнă май чикĕ пăсакансене тытса чарма темиçе те хутшăннă.
_ Китаецсем браконьер тĕллевĕпе тăтăшах СССР чиккине пăсатчĕç, _ аса илет Олег Еремеев. _ Пирĕн пограничниксем талăкĕпех сыхă тăнипе, браконьерсене тытса чарма пултартăмăр.
Службăри тăрăшулăхшăн, çĕр-шыв чиккине сыхлама хушнă приказа таса чунпа пурнăçланăшăн, йĕрке пăсакансене тытса чарнă чух хăюлăх кăтартнăшăн Олег Еремеева «Совет Çарĕн отличникĕ», I- тата II-степень «Пограничник çарĕн отличникĕ» паллăпа чысланă.
Çартан таврăнсан Олег Васильевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн хăйĕн пурнăçне Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин ГАИ службипе çыхăнтарнă. Батальон командирĕ пулнă. Милици подполковникĕ Олег Еремеев халĕ _ тивĕçлĕ канура. Ĕçри хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна «Милици отличникĕ» паллăпа, I-, II-, III-степень «СССР Шалти ĕçсен министерствинче тỹрĕ кăмăлпа службăра тăнăшăн» медальпе чысланă.
Олег Васильевич Еремеев служба заданийĕпе темиçе хутчен те Çурçĕр Кавказра пулнă, çын пурăнакан вырăнсене банда йĕркеленĕвĕсенчен (банформирование) тасатма хутшăннă. Анат Чаткас çыннине РФ ФСБ Пограничник çарĕн тата РФ Шалти ĕçсен министерстви юбилей медалĕ семпе хавхалантарнă.
Ив.САЛАНДАЕВ.