«Чечек пек черчен те юман пек çирĕп эсĕ...»

«Чечек пек черчен те юман пек çирĕп эсĕ...»

Ял хĕрарăмĕ... Кăвак çутăллах тăрса ĕне сăвакан, кĕтỹ хăваласа кил-хуçалăха тирпей-илем кỹрекен, тутлă апат хатĕрлесе мăшăрне, ачи-пăчине тăрантаракан, чун ăшшипе те ылтăн аллипе пахча çимĕç çитĕнтерекен, хăйĕн ĕçĕнче лаша пек талпăнса вăй хуракан, кỹршĕ- арша пулăшма васкакан, çĕрĕпе алса-чăлха çыхса, çĕвĕ çĕлесе кил-йыша çăмăллăх кỹрекен... Чечек пек чечен те черчен, çав хушăрах юман пек çирĕп, пăрчăкан пек лара-тăма пĕлмен, пыл хурчĕ пек ĕçчен, чĕкеç чĕлхиллĕ, шăпчăк юрриллĕ, хĕвел пек ăш пиллĕ...

Çакна Палтиел ялĕн тĕп Культура çуртĕнче (заведующийĕ _ Татьяна Долгова) ирттернĕ «Пур çав вырăс ялĕсенче хĕрарăмсем...» культура мероприятийĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Ял хĕрарăмĕсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă ал ĕç ăсталăхĕн выставки культура учрежденийĕн фойине илем кỹчĕ. Вырăнти ăстасен япалисем хăйсем патне магнит пекех туртрĕç. Валентина Кузьмина, Любовь Кузьмина, Олеся Яковлева, Вероника Головинская (Палтиел) _ йĕппе тата çекĕлпе çыхнă, Ольга Чиндарева (Шăмăршă) _ шăрçаран тата макраме мелĕпе хатĕрленĕ, Лариса Старшова (Хайпăла) _ бисертан çыхнă, Милевше Абейдуллова (Палтиел) _ какайран тунă, Светлана Краснова (Ярăслав) сĕт-турăхран янтăланă япалисемпе апат-çимĕçе презентацилерĕç. Уяв концерчĕ кашнинех тыткăнларĕ. Кунти Культура çурчĕ çумĕнчи «Çăл куç» ансамбль, Татьяна Долгова, Лидия Бурова, Сирине Невметова (Палтиел), Наталия Ильина (Анат Чаткас), Валерий Кузнецов (Пуянкасси), Ирина Федорова (Энтĕрьел), Светлана Краснова (Ярăслав) солистсем чăваш, вырăс, тутар юррисемпе кăмăла çĕклерĕç. С.Краснова ятарлă çар операцийĕнче тăракансен амăшĕсемпе арăмĕсене халалланă юрра пурте ура çине тăрса итлерĕç. Чун- чĕрене шăнăçайми туйăм!

Ял хĕрарăмĕсене Палтиел ял территори уйрăмĕн начальникĕ Феннур Рах- матуллов, «Централизациленĕ клубсен системи» АУ директорĕ Александр Сатеев, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Шăмăршă округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Татьяна Матвеева саламларĕç, хастаррисене Тав çырăвĕпе чысларĕç. Кану каçĕ пуриншĕн те асра юлмалла иртрĕ.

З.Воробьева.



17 октября 2025
15:27
Поделиться