«Чăн-чăн хỹтĕлевçĕ пулăр!»

Шăмăршă вăтам шкулĕн 3в, 6в, 9а класĕсем ятарлă çар операцийĕн участникĕпе Петр Мулгачевпа тĕл пулчĕç. СВО участникĕ ачасене малти линири салтаксен пурнăçĕпе, фронтра илекен пурнăç опычĕпе паллаштарчĕ. Вăл Тăван çĕр-шывăн историне лайăх пĕлмеллине, Çĕр-шывăмăра юратмаллине тата уншăн кĕрешме хатĕр пулмаллине палăртрĕ. Çамрăк ăрăва «патриотизм», «паттăрлăх», «çар службин пĕлтерĕшĕ» ăнлавсене ăша хывма витĕм кỹчĕ. Паллах, вĕренекенсем çĕр-шывăмăрăн пуласлăхĕ пирки те шухăша путрĕç. Çавăн пекех МИР салтакĕ хĕрачасемпе арçын ачасене çар пурнăçĕнчи тĕлĕнтермĕшсем, боецсен туслăхĕ пирки каласа кăсăклантарчĕ. Петр ачасемпе вĕрентекенсене фронта пулăшу панишĕн чĕререн тав турĕ, тĕрлĕ енлĕ аталанма хавхалантарчĕ, нацистсене çĕнтерессе çирĕп шантарчĕ.

Г. Кудрявцева.



17 октября 2025
14:04
Поделиться